Африка чуми хăратать
Хир тата килти сыснасем классикăлла тата Африка чумипе чирлеççĕ. Классикăлла чумапа кĕрешмелли вакцинăсем пур, вĕсене патшалăх çителĕклĕ таран тÿлевсĕр уйăрса парать. Çавна май профилактика прививкисене районти патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем кирлĕ пек пурнăçласа пыраççĕ. Африка чумине хирĕçле вакцина хальлĕхе хатĕрлемен, çавăнпа ун пирки ытларах чарăнса тăрасшăн.
Африка чумине вирус пуçарса ярать. Вăл организмра хăвăрт аталанса сарăлса ретикул тата эндотели тытăмне сиенлет. Чи малтан ку чире Кăнтăр Африкăра сăнаса пĕлнĕ. Чир Итали, Испани, Португали çĕршывĕсенче сарăлса нумай сиен кÿнĕ. Çутçанталăкра Африка чумипе хир сыснисем ытларах чирлеççĕ, вĕсенчен килти сыснасем апат, шăна-пăван, çăхан, йытăсем урлă чирлеççĕ. Чирлĕ сыснасен каяшĕпе варланнă ĕç хатĕрĕсем чире тата ытларах сарма пулăшаççĕ. Вирус организма лексе чир палли курăнма пуçланин инкубаци тапхăрĕ - 2-5 кун. Чир питĕ хăвăрт е майĕпен сарăлма пултарать. Питĕ хăвăрт сарăлнă тапхăрта сынасем кĕтмен-çĕртен чир паллисĕр вилеççĕ. Чир ерипен сарăлнă чухне ÿт температури 42,5 градус таран ÿсет, выльăх йывăр сывлать, сывлăшĕ пÿлĕнет, ÿсĕрет, апат çимест, хăсать, ăна шалкăм çапать, юнлă варвитти пуçланать. Чирлĕ сыснасен хăлхисемпе сăмсисем кăвакараççĕ, выльăх вăйран кайса хăвăрт вилет. Африка чумине хирĕçле мероприятисем хушшинче профилактика прививкисем çук, мĕншĕн тесен вакцина пулманнине маларах палăртрăмăр. Çак чир хăвăрт сарăлма пултарнине шута илсе унпа кĕрешмелли тĕп меслет вăл - чирлĕ сыснасене сыввисемпе хутшăнма паманни. Пĕр-пĕр фермăра Африка чуми сиксе тухрĕ пулсан, унти сыснасене пуçĕпех пĕтермелле, çунтарса сиенсĕрлетмелле, витесене тасатса дезинфекци тумалла. Çак ферма тепĕр çултан анчах сыснасем ĕрчетме юрăхлă шутланать. Ветеринарипе фитосанитарин федерацин служби пĕлтернĕ тăрăх, Африка чумине Пенза, Саратов, Мускав, Калуга облаçĕсенче, Крым, Чечен Республикисенче, Çурçĕр Осетинче, Ставрополь, Краснодар крайĕсенче, Адыгей Республикинче, Ростов, Тверь, Ярославль облаçĕсенче тупса палăртнă.
Африка чумине района, Чăваш Республикине кĕртес мар тесен çак ĕçсене туса ирттермелле:
- сысна фермисенче хупă режимпа ĕçлессине малалла тăсмалла;
- уйрăм хуçалăхсенче, пĕчĕк фермăсенче сыснасене урама кăлармасăр çитĕнтермелле;
- витесене тасатса дезинфекцилемелле;
- мониторинг тĕрĕслевĕсем тума ветлабораторине патологи материалне тăратмалла;
- столовăйсемпе ресторансенчи апат юлашкисене сыснасене çитерме юрамасть;
- хир сыснисен ашне, ăш-чиккине ветлабораторире тĕрĕслемесĕр çиме, вĕсене пăрахма, киле илсе килме юрамасть.
Ытти регионсенчен тырă, комбикорм е утă илсе килме пахалăх, ветеринари сертификачĕ илмелле.
Хальхи вăхăтра ялсенче килти сыснасене патшалăх ветеринари специалисчĕсем классикăлла чумаран профилактика прививкисем тăваççĕ. Çак прививка тунă сыснасем Африка чумипе çăмăлрах чирлеççĕ.
Хир тата килти сыснасем вилсен ветеринари станцине 2-56-42 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
И.НИКОЛАЕВА,
Елчĕк районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцийĕн начальникĕ.