Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яваплăха яланах туйнă

 

Яваплăха яланах туйнă

80 çул каялла, 1936 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче килнĕ çут тĕнчене пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр, тăван тавралăхăн паллă тĕпчевçи, педагог, партипе комсомол ĕçченĕ Клавдия Михайловна Леонтьева.

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче пĕр хĕллехи кун Аслă Таяпари Шуркинсен çуртĕнче тин çеç çуралнă ача сасси янăранă. Килте пĕрремĕш ача пулнăран пĕтĕм йывăрлăх Клавдия çине тиеннĕ. Аттелĕхĕн Аслă  вăрçи вăхăтĕнче ялти ытти ачасем пекех тăван хуçалăхра ĕçленĕ, амăшне пулăшма тăрăшнă. Мăшăрне фронта ăсатнă хыççăн Мария Петровна икĕ ачапа юлнă. Тата çире, унсăр пуçне килте ваттисем те пур. Темле йывăр пулсан та вăл ачисемшĕн вăй-халне шеллемен - вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма талпăннă.

1954 çулта Клавдия Михайловна Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренсе пĕтерет. Çапах та çамрăк хĕр хăйĕн пĕлĕвĕ çителĕксĕррине туять, вĕренĕве малалла тăсма тĕв лартать - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне çул тытать. Кунта хĕр вĕренÿре пултарулăх кăтартать - наукăпа тĕпчев ĕçĕсем ирттерме те хутшăнать. Вĕренÿре çеç хастар пулман çамрăк - общество ĕçĕсем те ăна илĕртнĕ. Спорт та уншăн ют пулман, вĕреннĕ çулсенче Клавдия Михайловна парашют спорчĕпе тата туризмпа кăсăкланнă. Çÿлĕ-çÿлĕ тÿпене хăпарса парашютпа сикесси, тăван тавралăхпа паллашасси те çамрăкăн чунне тыткăнланă. Педагогика институтне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕскере направленипе тăван ене - Елчĕк тăрăхне яраççĕ. Хăйĕн ĕç биографине ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланнинчен пуçлать. Çапах та Аслă Таяпа хĕрне педагогика хăйĕн патнех илĕртнĕ - 1961 çулта вăл Курнавăш шкулне килет, кунта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçăнать. Часах пултаруллă хĕре Тĕмерти сакăр çул вĕренмелли шкулăн директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Каярахпа Елчĕкри вăтам шкулта истори учителĕ, районти вĕренÿ пайĕн инспекторĕ пулса ĕçлет.

1968 çулхи чÿк уйăхĕнче Клавдия Леонтьевăна КПСС Елчĕк райкомĕн секретарьне суйлаççĕ. Çакăн хыççăн вăл хăйĕн пурнăçне парти ĕçĕпе çыхăнтарать, КПСС райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ таран ÿсет. Хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе КПСС Тĕп комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулне 1977 çулта пĕтерет. Тивĕçсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Ахальтен мар ĕнтĕ унпа пĕрле ĕçленисем Клавдия Михайловна пирки ырăпа аса илеççĕ. «Яланах ырă кăмăллă, лăпкă, çын нушине ăнланма пултаракан, çынсене пулăшма тăрăшакан, сăмаха çирĕп калама пултаракан, çав вăхăтрах питĕ сăпайлă çын», - тенине час-часах илтме тивнĕ манăн. Чăннипех, ĕçлекенсене ăнланма тăрăшатчĕ вăл, ырă канаш-сĕнÿ паратчĕ. КПСС Елчĕк райкомĕнче, каярахпа хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ вăхăтра унăн ырă тĕслĕхĕ мана хавхалантарса тăчĕ. Клавдия Михайловна сĕннипе партин Горькири аслă шкулне вĕренме кайрăм, унтан каллех тăван тăрăха таврăнтăм. Хам пурнăçра унăн ырă сăнарĕ, сĕнĕвĕсем паллă вырăн йышăннăшăн чăннипех савăнатăп.

Партин пысăк яваплă ĕç-хĕлне пурнăçласа пынă тапхăрта общество ĕçĕсем те уншăн айккинче юлман - Клавдия Михайловна районта пионер организацийĕн канашĕн ертÿçи пулса чылай тăрăшрĕ. Унтан çирĕм çул ытла хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ, вунă çула яхăн - мире хÿтĕлекенсен районти комитечĕн яваплă секретарĕ... Клавдия Леонтьеван халăх хушшинче авторитет пысăк пулнă - ăна халăх депутачĕсен районти канашĕн депутачĕн тивĕçĕсене 10 суйлавра пурнăçлама тивнĕ. Суйлавçăсен наказĕсене пурнăçа кĕртессишĕн вăй-халне шеллемен К.Леонтьева - вăл ĕçленĕ вăхăтра районта социаллă пĕлтерĕшлĕ вуншар объект çĕкленнĕ. Ĕçне кура - чысĕ те. 1981 çулта Клавдия Михайловнăна «Хисеп Палли» орден парса чысланă. Çав çулах ăна Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята панă. Унăн кăкăрне «СССР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» паллă, «Ĕçри хастарлăхшăн», «Çерем çĕрсене уçнăшăн» тата ытти медальсем илемлетеççĕ. СССР, Чăваш АССР Аслă Канашĕсен Президиумĕсен Хисеп грамотисем, ытти дипломсемпе грамотăсем те унăн ĕç-хĕлне тивĕçлипе хакланине палăртаççĕ.

Мăшăрĕпе, Василий Сергеевичпа, ывăлпа хĕр çитĕнтерчĕç, пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Халĕ Клавдия Михайловнăна 4 мăнукĕ савăнтараççĕ, пурнăçра çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те Клавдия Михайловна Леонтьева, ĕçре пиçĕхнĕскер, лăпкăн ларма пултараймасть - район пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать, тăван тăрăхăн историне, тавралăхне тĕпчет. Района йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине халалласа кун çути курнă «Яльчикский район. Краткая энциклопедия» кĕнекене кăларнă çĕре активлă хутшăнчĕ, пĕтĕм вăй-халне пачĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак энциклопеди кашни çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ.

Клавдия Михайловна ытти авторсемпе пĕрле «Крылатая молодость. История Яльчикской районной комсомольской организации. 1920-1991» кĕнекене кун çути кăтартрĕ. Çавăн пекех унăн алли витĕр «Елчĕк тăрăхĕ» кĕнеке те тухнă.

Нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче Клавдия Михайловна хăйĕн сумлă юбилейне паллă тăвать. Çав паллă пулăмпа ачисемпе тăванĕсен, ĕçтешĕсен, тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тăрăшакан унăн вĕренекенĕсен саламĕсем çумне эпир те хутшăнатпăр, çирĕп сывлăх та вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Яланах çамрăк пулăр, Клавдия Михайловна!

Александр КАРЛИН.



"Елчĕк Ен"
03 февраля 2016
10:42
Поделиться