Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш чĕлхин фразеологи словарĕ тухрĕ

Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче фразеологи ыйтăвĕпе чĕлхеçĕсем ХХ ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринчех кăсăкланма пуçланă. Ку ĕçре Николай Иванович Ашмаринăн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекин» пайти пысăк. Çак словарьте вăл чылай çирĕпленнĕ чăваш сăмах çаврăнăшĕсене ăнлантарса панă.

Паянхи кунччен çак темăна халалланă чылай статьясемпе монографисем кун çути курнă, анчах та вĕсем пур ыйтăва та татса парайман.

Акă, нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче литература тĕпчевçи, критик, çыравçă тата филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Георгий Иосифович Федоров хатĕрленĕ «Чăваш фразеологийĕн ăнлантаруллă сăмах кĕнеки» пичетленсе тухрĕ. Ăна икĕ томпа кăларма палăртнă. Вулакансем патне А-С саспаллисене кĕртнĕ 1-мĕш том çитрĕ. Словаре икĕ пин тиражпа кăларнă.

Çĕнĕ кăларăмра темиçе пин фраземăна - çирĕпленнĕ сăмах çаврăнăшне - çутатса, ăнлантарса панă. Вĕсене илемлĕ литературăран, халăх пуплевĕнчен, чăваш фольклорĕнчен илнĕ тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Сăмахран, «Пиçмен пилеш çинĕ» тени мĕне пĕлтернине чухлатăр-и; Георгий Иосифович словарĕ çапла ăнлантарать: «Хăйне пачах ăнланмалла мар тытать». Е тепĕр тĕслĕх: «Пуш пучах». Ку сăмах çаврăнăшĕ вара ĕçне тума пултарайман, анчах пакăлтатма хатĕр çын пирки калать.

Словарьте кашни фраземăн синонимĕсене илсе панă. Ытти чĕлхесенчен, уйрăмах вырăс чĕлхинчен кĕнĕ калькăсем те вырăн тупнă.

Словарь тĕпчевçĕсемшĕн, студентсемпе шкул ачисемшĕн, вĕрентекенсемшĕн тата чăваш чĕлхине юратакансемшĕн уйрăмах усăллă та интереслĕ кĕнеке пулĕ.

Ольга ФЕДОРОВА,
Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ.



"Елчĕк Ен"
30 января 2016
10:26
Поделиться