Пĕрремĕш ÿсĕмсем пур
Пултаруллă ачасене тупса палăртнă, вĕсене малалла аталанма пулăшнă çĕрте олимпиада пысăк вырăн йышăнать.
Чÿк уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 17-мĕшĕччен шкул ачисен муниципалитет шайĕнчи олимпиадисем иртрĕç. Унта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 18 учрежденири 1514 вĕренекен хутшăнчĕ.
Юлашки виçĕ çул хушшинче предмет олимпиадисене тухăçлă хутшăннă тата çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышĕ пысăккипе Елчĕкри тата Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен коллективĕсем малта пыраççĕ. Кăçал вара Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул та малтисен йышне кĕме пултарчĕ.
Тĕрлĕ предметсемпе палăрнă çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртмасăр иртме çуках. Елчĕк шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Екатерина Агеева 5 призлă вырăн йышăннă - физикăпа, физкультурăпа, ОБЖпа - çĕнтерÿçĕ, акăлчан чĕлхипе, информатикăпа - призер. Çавăн пекех çак шкултах ăс пухакан Андрей Данилов та пултарулăхĕпе савăнтарать. 9-мĕш класра вĕренекен 4 предметпа пысăк ÿсĕмсем турĕ - астрономипе, технологипе, физикăпа чи пысăк балсем пухса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, химипе призерсен йышне кĕчĕ.
Раштав уйăхĕн 13-мĕшĕнче предметсен олимпиади регион шайĕнче пуçланчĕ. Районти 79 вĕренекене республикăри олимпиадăна хутшăнма суйласа илнĕ. Елчĕк вĕренекенĕсем пĕрремĕш ÿсĕмсемпе палăрма пуçлани кăмăла çĕклет. Елчĕкри 9 «б» класри Андрей Данилов астрономипе, 10-мĕш класри Юлия Доброхотова географипе призлă вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсене пĕлÿ паракан А.Даниловпа В.Тябукова вĕрентекенсен тÿпи те пысăк кунта.
М.ЧЕРНОВА.