Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Канăва пĕлсе йĕркелер

Умра - Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем. «Ăçта, мĕн курса киленмелле тата мĕнле канмалла?» - шутлать чылай çын. Çавна май республикăри культура çурчĕсемпе кану центрĕсем халăха савăнтармалли çĕр-çĕр мероприяти йĕркелеме палăртнă.

Çакна палăртмалла: республикăра пурăнакансем тата хăнасем валли ятарлă портал - «Чăваш Енре канма вăхăт» /www.новыйгод21.рф/ хута кайнă. Çак портал çине кĕмелле те хăвăр канăва мĕнле йĕркелессине палăртмалла. Активлă канăва килĕштерекенсен пуçа çĕмĕрме кирлĕ мар. Порталта йĕлтĕрпе е конькипе, снегоходпа ярăнма ăçта каяссине, мĕнле хакпа ярăнтарассине, ăçта канассине суйлама майсем пур. Çĕнĕ çул порталĕнче учрежденисен ĕç графикĕнчен пуçласа ăçта кĕрсе вĕри чей ĕçсе ăшăнмалли таранах ăнлантарса панă. Порталтах республикăри туризм базисен, санаторисен списокĕ  те пур.

Çемьепе канма, ачасене Çĕнĕ çул представленийĕсем кăтартас тесессĕн те порталта çĕнĕ информаци çителĕклĕ. Енчен те Елчĕксене хамăр районти кану çурчĕсенче, спорт комплексĕсенче мĕнле уявсем иртни интереслентерет пулсан район администрацийĕн сайтĕнче «Çĕнĕ 2016 çула кĕтсе илетпĕр» порталти хыпарсемпе паллашма майсем пур.

Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансемшĕн Елчĕкри «Улăп» спорт комплексĕн, Спорт çурчĕн алăкĕсем, раштав уйăхĕн 31, кăрлач уйăхĕн 1, 7-мĕшĕсемсĕр пуçне, кашни кунах  уçă. Районта 19 спортзал, 10 хоккей площадки ĕçлет. Çанталăк сивĕтсе юр çусанах йĕлтĕрпе ярăнма юратакансене Елчĕкри тĕп стадион, «Ырсамай» лапамĕ йыхравлать. Çавăн пекех Лаш Таяпари «Акар» питомникĕ ентешсемпе хăнасене тарават пулĕ.

«Чăваш Енре канма вăхăт» портал сире пĕр куна та ахаль ирттерме памĕ. Çĕнĕ çул, Раштав уявĕсене мĕнле ирттересси пĕтĕмпех хăвăртан килет. Апла пулсан маларах палăртнă портала кĕрсе пăхма ан ÿркенĕр, хăвăрăн канăвăра пĕлсе йĕркелĕр, тулли кăмăлпа ирттерĕр.



"Елчĕк Ен"
26 декабря 2015
13:14
Поделиться