Чи лайăххисен йышĕнче
Правительство çуртĕнче «Чăваш Республикин патшалăх ĕçĕнчи чи лайăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» конкурссене пĕтĕмлетнĕ. Çак конкурс 2011 çултанпа иртет.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев конкурса хутшăннисен шайĕ пысăк пулнине палăртнă. Чăваш Ен финанс министрĕ, конкурссен йĕркелÿ комитечĕсен председателĕн çумĕ Светлана Енилина та кăçалхи конкурс çÿллĕ шайра иртнине палăртнă.
Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева, «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» конкурсăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ, асăннă тупăшу икĕ тапхăрпа, виçĕ номинаципе иртнине пĕлтернĕ.
Муниципалитет служащийĕсен конкурсĕнче Елчĕк район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Евгения Михайлова «Чи лайăх наставник» номинацире - пĕрремĕш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Полина Герасимова «Ял тăрăхĕнчи чи лайăх муниципалитет служащийĕ» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Сăнÿкерчĕкре: Ю.Васильевпа Н.Прокопьева Е.Михайловăна /варринче/ чысланă самант.