Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи нумай сĕт сунă

Кăçалхи 11 уйăх кăтартăвĕсене тишкерес пулсан та, «Победа» ОООри ĕне ферми коллективĕнче пĕр ĕнерен чи нумай сĕт сума пултарни çирĕпленет.

Çапла майпа ялхуçалăх предприятийĕнче отчетлă тапхăрта пĕтĕмпе 1640 тонна, пĕр ĕнерен 6560 килограмм сĕт сунă. Татьяна Веникова тата Оксана Николаева ĕне сăвакан операторсем те хăйсен çитĕнĕвĕсемпе кăмăллă.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ытти кăтартусем те пысăк. Пурĕ 99 тонна, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 18 тонна ытларах ĕне выльăх ашĕ туса илнĕ. Самăртакан ушкăнри мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 817-шер грамм ÿт хушнă. Ĕçри ăнăçлăх - производствăна аталантарассинче тăтăш çĕнĕ технологисемпе усă курнинче тата  ĕне выльăхсене яланах пахалăхлă апатпа тăрантарнинче тесе шутлаççĕ вырăнти специалистсем. 



"Елчĕк Ен"
19 декабря 2015
09:18
Поделиться