Вăхăтра тата тулли тÿлемелле
Район прокуратуринче прокуратура çумĕнчи экономика, социаллă пурнăç тытăмĕсенче правăна пăсассине хирĕç кĕрешекен ĕçлĕ ушкăнăн тата район администрацийĕн районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăшсен пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтлă тата туллин тÿлес ыйтусемпе ĕçлекен комиссин пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.
Ларăва район прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан П.Кокорев, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.Викторов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Раççей Пенси фончĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи управленийĕн Елчĕкри пайĕн ертÿçи З.Яковлева, Раççей УФНС районсем хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн ертÿçин çумĕ Г.Филиппов хутшăннă. Ларура районта официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕçлекенсен йышне, «сăрă» ĕç укçи тÿлессине чакарассипе, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налуксене, пенсин страховани тÿлевĕсене уйрăм предпринимательсемпе организацисем туллин тÿлессипе çыхăннă ыйтусем тĕп вырăнта пулнă.
2015 çулта налук службин органĕсенче регистрацилемен уйрăм предпринимательсем уйрăм ĕçченсемпе ĕç килĕшĕвĕ йĕркеленине, «сăрă» ĕç укçи тÿленине палăртас тĕллевпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Тĕрĕсленĕ 61 организацире, уйрăм предприниматель патĕнче 109 çын ĕçлет. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 15 уйрăм предприниматель 33 çынпа ĕç килĕшĕвĕ йĕркелеменнине тупса палăртнă. Çак тĕслĕхсемпе административлă 15 ĕç пуçарнă, Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцине ярса панă. Хальлĕхе вĕсенчен 4-шне вĕçленĕ, айăплисене явап тыттарнă. Ытти ĕçсене пăхса тухасси малалла пырать.
Унсăр пуçне ларура ĕçлекенсене «сăрă» ĕç укçи тÿленĕ, ĕç килĕшĕвĕ йĕркелемен уйрăм предпринимательсене итленĕ, вĕсене ĕçе саккунсемпе килĕшÿллĕн йĕркелеме хушса хăварнă. Малашне те вĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕслевçĕсем куçран вĕçертмĕç.
Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене официаллă йĕркепе çирĕплетмен ĕçлекенсен йышне чакарас енĕпе çынсем, предприятисен ертÿçисем хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатма сĕннĕ.
П.КОКОРЕВ,
район прокурорĕн ĕçĕсене пурнăçлакан.