Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Иван Васильевич профессине улăштармасть

Кармал, Элпуç ялĕсенче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенчен тытăнсах кĕрешес енĕпе спортсменсем хатĕрлеççĕ. Малтанхи вăхăтра кунта самбо мелĕпе, каярахпа ирĕклĕ майпа кĕрешесси аталаннă.

Çак ĕçе шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Вадим Ильич Печкин пуçарса янă. 90-мĕш çулсенче кунта физкультура урокĕсене ертсе пыма тытăннă Иван Васильевич Егоров унăн пуçарăвне малалла тăснă. Çак тапхăрта кунтан вĕренсе тухнисенчен 9-шĕ Раççей спорт мастерĕсем, 13-шĕ Раççей спорт мастерĕн кандидачĕсем пулса тăнă. Унсăр пуçне, Кармал шкулĕ 1 разрядлă спортсменсене 20 ытла çитĕнтернĕ. И.Егоров вĕрентнĕ ачасенчен  нумайăшĕ Раççейри паллă спортсменсем пулса тăнă.  Анчах 2006 çулта Кармалти шкул та, спортзал та хупăннă.

...Иван Васильевич виçĕ çул каялла Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкула ĕçлеме килсен  чун ыйтнă, юратнă ĕçне тепĕр хутчен йĕркелесе янă. Уроксенчен пушă вăхăтра иртекен тренировкăсене хальхи вăхăтра тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисем кÿршĕ ялсенчен те йышлăн çÿреççĕ. Кармал, Элпуç çамрăкĕсене вара малтанхи ырă вăхăтри ял хавалĕ, паллă спортсменсен ырă тĕслĕхĕ  хавхалантарать. Каçхине, çуран пулин те вĕсенчен кашниех палăртнă вăхăтра, кая юлмасăр тренировкăна çитет.  Ачасен çитĕнĕвĕсемпе те мухтанма пулать. Иван Егоров хăйĕн вĕренекенĕ Настя Лапшина спортра уйрăмах пысăк шанăç панине палăртать. Нумаях пулмасть ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Атăлçи федераци округĕнче иртнĕ  ăмăртăвĕнче унăн вĕренекенĕ виççĕмĕш вырăна тухма пултарни савăнăç мар-и? Сăмах май, Рязань облаçĕн уçă ăмăртăвĕнче те Иван Васильевичăн вĕренекенĕ Настя Лапшина пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра физкультура учителĕ хăйĕн вĕренекенне Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма хатĕрлет.



"Елчĕк Ен"
05 декабря 2015
10:35
Поделиться