Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыйтусем - тĕрлĕрен

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енре, пĕтĕм çĕршыври пекех, харпăр хăй ыйтăвĕсемпе çынсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртнĕ.

Пирĕн районта çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Елчĕк районĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Н.Миллин, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем йышăннă. Çак кун районти ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, депутатсен уйрăм кабинечĕсенче, офиссенче, пурĕ 18 площадкăра, тĕлпулусем, «çавра сĕтелсем» иртнĕ.

Йышăнусене пурĕ 100 ытла çын пынă. Вĕсен ыйтăвĕсем тĕрлĕрен: куçман пурлăхпа çĕр лаптăкĕсене регистрацилесси, арендăна парасси, йăлари хытă каяшсене пуçтарассине йĕркелесси, ялсенчи урамсене хытарнă çулсемпе çыхăнтарасси, урамсене каçхи вăхăтра çутăпа тивĕçтересси, хуçасăр йытăсене тытасси, интернет-çыхăну тата ытти кулленхи ыйтусем.

Ялсенче пурăнакансене хумхантаракан ыйтусене татса парассине депутатсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплăха хăйсем çине илнĕ. Çавăн пекех йышăнусенче çĕкленĕ ыйтусен пĕр пайне çийĕнчех татса панă.

/Хамăр корр./.



"Елчĕк Ен"
05 декабря 2015
11:49
Поделиться