«Халăх тăшманĕн» ывăлĕ
Таса чунлă пул /ваттисен сăмахĕ/.
«Кĕпÿ варалансан шывпа çăватăн та - тасалать, чуну варлансан - ниепле те çуса яраймăн», - тенĕ ваттисем ĕлĕкех. Çакăн пек ăса вĕрентсе калакан сăмахсем мана кашни илтмессерен тарăн шухăша яраççĕ. Тумтир, чăнах та, тусан лексе е пылчăк сирпĕнсе вараланать. Мĕнле вараланма пултарать-ха çын чунĕ? Ман шутпа, таса чунлă çынсене çĕр çинче пурăнма çăмăлрах. Ир тăрсан та, каç выртсан та - вĕсене нимĕн те кансĕрлемест, нимĕн те вĕчĕрхентермест. Санăн чуну вараланчăк пулсан ăна тасатмасăр канăç тупаймастăн. Енчен те çынна айăпсăр çĕртен айăпласан, унăн таса ятне вараласан мĕн тумалла;
Сăмахăм манăн малалла Кÿлпуç ялĕнче пурăннă Яков Сергеевич Сазонов çинчен пулĕ. Мĕн тери йывăр пулнă ăна ачалăхра «халăх тăшманĕн ывăлĕ» пулма... Епле майпа Сазоновсен йăхĕ «тасамарланать-ха»?
1929 çулсем... Коопераци тата коллективлă хуçалăхсем йĕркелесси пуçланнă. Чăваш автономи облаçне туса хуни вунă çул çитнĕ тĕле /1930 çул/ коллективизаци ĕçне вĕçлеме хушнă, колхоза кĕменнисене кулаксен шутне кĕртсе ялтан кăларса ямалла тунă. «Кулак» ята илнисене репрессилесси 1930 çулхи январь-февраль уйăхĕсенче анлăн сарăлса кайнă. Пур çĕрте те халăх тăшманĕсене шыранă. Айăпсăр çынсене пĕр шелсĕр персе вĕлернĕ, тĕрмене хупнă. Кама та пулин айăплама виçĕ çын свидетель пулса çырса панă заявлени çеç кирлĕ пулнă.
Çакăн пек çынсен йышне Хусан кĕпĕрнинчи Теччĕ уесĕнчи 1894 çулта çуралнă, Кÿлпуç ялĕнче пурăннă Сергей Леонтьевич Сазонова та кĕртнĕ. Унăн шăпи синкерлĕ те йывăр пулнă. 1932 çулхи авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Нижкрайăн НКВД çумĕнчи ОГПУ коллегийĕ Сергей Леонтьевич ĕçне пăхса тухса персе вĕлермелли приговор йышăннă. Мĕншĕн? Персе вĕлермеллех мĕнпе айăпа кĕнĕ ултă ача ашшĕ?
...Ăна ытти çынсемпе пĕрлех Улатăра вăрман касма янă пулнă. Çимелли пĕтсе çитнĕ. Çăвара пĕр чĕптĕм апат ямасăр ĕçлесе халтан кайнăскерсем яла таврăннă. Тăван ялта колхоз председателĕпе хирĕçсе кайнă. Çапла вара вăл халăх тăшманĕ пулса тăнă. 1932 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче вĕсем патне кантур çыннисем пырса килти пурлăха йăлтах туртса илеççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе тар тăкса пуçтарнă пурлăх пĕр самантра ют çынсен аллине куçать: пÿртпе алкум, ампар, тăм çурт, мунча, лаша вити, пĕр ĕне, тăватă сурăх, вунă чăх, тăрантаспа лаша çуни. Нимĕн те тиркемен кантур çыннисем. 15 пăт ыраш, 342 пăт кĕрпе, 8 пăт пăри, сĕтел, тенкел, сăмавар, виçĕ минтер, пĕр тÿшек, виçĕ хĕрарăм кĕпи, икĕ кĕрĕк, 1 тăлăп, икĕ мăшăр атă, тĕрки-тĕркипе пир. 6 ачапа пĕччен юлакан Евтук аппана та шеллемен.
1932 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче РСФСР УК 58-мĕш статйин 8, 10, 11 пункчĕсене тĕпе хурса приговора улăштараççĕ, 10 çуллăха хупмалла тăваççĕ. 1937 çулхи августăн 24-мĕшĕнче ăна тепĕр хут суд тăваççĕ. Хальхинче ĕçе Чăваш АССР НКВД çумĕнчи «тройка» пăхса тухать. Айăпламалли статьясем урăххисем: РСФСР УК 17, 19, 153 статьясем, 162 статьян иккĕмĕш пайĕ. 1937 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче йышăннă приговорпа килĕшÿллĕн ĕçлесе юсанмалли колоние 10 çуллăха яма йышăннă.
Сергей Леонтьевичăн кĕçĕн ывăлĕ Яков, çак йывăр вăхăтра çуралнăскер, ашшĕн ытамĕнче пĕрре те пулса курман. Ÿссе çитĕнсессĕн унăн икĕ ĕмĕт пулнă - ашшĕн таса ятне тавăрасси тата унăн вилтăприйĕ ăçта иккенне пĕлесси. Пĕрремĕш ĕмĕтне пурнăçланă - Сергей Леонтьевич Сазоновăн таса ятне каялла тавăрнă. Пĕр йышăнăвне 1957 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче, теприне 1989 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче йышăннă. Чăваш Республикин прокурорĕн хушăвĕпе «О реабилитации жертв политических репрессий» РСФСР Саккунне тĕпе хурса Яков Сергеевич Сазонова репресси вăхăтĕнче шар курнă тесе çирĕплетнĕ. Таса ята тавăрнă пулсан та ял халăхне ĕнентерме çăмăлах пулман. «Халăх тăшманĕн ачисене» ялта хисеплемен. Карма çăварсен ачисем тăшман ачи тесе вĕсене ирĕклĕн урамра выляма та паман. Нушапа ÿснĕ Яков пурнăçшăн малалла тăрăшнă. Нимĕнле ĕçре те ÿркенмен. Тертлĕ пурăнсан та аслă пĕлÿ илме пултарнă вăл. Хăвăлçырмари 7 класлă шкултан вĕренсе тухсан Аслă Таяпари вăтам шкулта вĕреннĕ. Кайран производствăран уйрăлмасăр Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтернĕ. Кармалти шкулта вăй хунă. Кайран мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Хăвăлçырмари шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Кирек ăçта вăй хурсан та ял çинче ырă хисепре пулнă Яков Сергеевич.
Ялти ватăсем паянхи кун та Хăвăлçырма ялĕнчи вулав çурчĕ 1957 çулта уçăлнине астăваççĕ. Библиотекăна йĕркелесе яраканĕ - Яков Сергеевич Сазонов. Чи малтанах вăл килĕнчи кĕнекесене илсе килнĕ. Çапла вара пысăках мар йывăç çурта, 562 кĕнекепе, ял халăхне хăй патне туртнă. Районти тĕп библиотекăран та Яков Сергеевич чылай кĕнеке илсе килнĕ. Паянхи кун та унăн хĕрĕ Лина ашшĕ вулавăшра ĕçленĕ вăхăта ырăпа асăннине каласа парать: «Ялта телевизор сахал пулнă. Ял çынни ытларах кĕнекепе интересленнĕ. Пĕрле пухăнса кĕнеке вуланине атте хавхаланса каласа паратчĕ».
Яков Сергеевич çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре 40 çула яхăн вăй хунă. Хăйĕн ĕçне чунтан юратса пурнăçланă. Ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. «Знамя» колхозăн тăваттăмĕш уйрăмĕнчи парти пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулнă май, обществăлла ĕçсене яланах çÿлти шайра туса пыма тăрăшнă.
Яков Сергеевич - теорипе пур енлĕн хатĕрленсе çитнĕ, ăс-хакăл тĕлĕ-шĕнчен пысăк культурăллă, шухăш тата сăмах витĕмĕпе ĕнентерме, хăйĕн тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарма пĕлекен çын пулнă. Сăмах май каласан, вăл КПСС Чăваш область комитечĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм университетне те вĕренсе пĕтернĕ. Пĕтĕм çĕрте вăл хăйне саккуна пăхăнса пурăнакан таса чунлă çын пулнине кăтартнă.
Пурнăç - кĕрешÿ, шырав. Яков Сергеевич хăйĕн ашшĕ вилтăприйĕ ăçтине пĕлес тесе таçта та шыраттарса пăхнă. Анчах та хурав пĕрре - ун пек çын ячĕ архиври документсенче çук. Таса ята тавăрнă пулсан та мĕн виличченех Я.С.Сазонов ашшĕн синкерлĕ шăпишĕн пăшăрханнă. Ку пурнăçра ашшĕн хÿтлĕхне курма Турри çырман пулсан та, тен, «леш тĕнчере» вĕсем тĕл пулĕç. Пĕр-пĕрне ăшшăн ыталаса нихăçан та уйрăлмĕç...
Кристина ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма шкулĕ.