Лаш Таяпа пикисем - Германире
Лаш Таяпари Екатерина Мижеровăпа Татьяна Арефьева хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче вĕренеççĕ. Кăçал вĕсем Баден-Вюртемберг çĕрĕнчи Менген ялĕнчи Силке Кихле фермер хуçалăхĕнче тăрăшнă.
Ют çĕршывра практика ирттерме май пуррине пĕлсен питĕ савăннă студенткăсем. Катьăпа Таня Германие 2-мĕш курсрах каясшăн пулнă. Ун чухне паспорт туса ĕлкĕреймен. Пуçăннă ĕçе хальхинче вĕçне çитернех. Вĕсем шкулта нимĕç чĕлхине вĕреннĕ чухнех Германие çитсе килме ĕмĕтленнĕ, анчах ку шухăш пурнăçа кĕрессе тĕлленмен те. Унта каяс умĕн пикесем тĕплĕн хатĕрленнĕ: ют çĕршыв çинчен нумай вуласа пĕлнĕ, чĕлхене тарăнрах вĕреннĕ.
Малтанах Лаш Таяпа хĕрĕсем Мускавран Франкфурта вĕçнĕ. Ун хыççăн хĕрсем çитес çур çулта ĕçлесе пурăнмалли хуçалăха çул тытнă. Пуйăсран аннă çеç - вĕсене кил хуçи арăмĕпе тепĕр пике кĕтсе илнĕ. Малтанах чăваш хĕрĕсене çăмăлах килмен: ыттисем мĕн каланине ăнланма йывăр пулнă. Мĕншĕн тесен «Эсĕ мĕн ятлă;» тесе нимĕçле ултă тĕрлĕ ыйтма пулать-çке.
Германие çитсенех тăвансемпе калаçмашкăн сим-карта панă хĕрсене, уйăхра 200 евроран сахал мар шалу тÿленĕ. Унсăр пуçне ытларах ĕçленĕшĕн хуçа хушса та тÿленĕ.
Катьăпа Таня ĕçленĕ фермер хуçалăхĕнче çур çулта çĕр çинче виçĕ хутчен пахчаçимĕç туса илеççĕ. Германире пĕр тăваткал метр çĕр те ахаль выртмасть. Унта экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Ку фермерсем те хăяр-помидор çеç мар, цукинипе спаржа та ÿстереççĕ. Малтанхи икĕ уйăхра пикесем спаржа кăларса уйăрнă, çĕр çырли, иçĕм çырли пуçтарнă. Спаржăна пуçтарса кĕртсен çав лаптăк çине куккурус акнă.
- Эпир пурăннă çĕрте иçĕм çырли нумай ÿстереççĕ. Ăна çемйипех пуçтараççĕ. Тракторпа та ĕçлеççĕ, анчах вăл пур çырлана та пуçтараймасть. Юлашки икĕ уйăхра эпир çак ĕçре тăрăшрăмăр, - теççĕ Таньăпа Катя.
Хуçалăхра пуçтарса илнĕ пахчаçимĕçрен томат пасти те хатĕрлесе хупнă вĕсем. Нимĕçсен шнапс эрехне тунă. Фермерсен машина çинчи лавкка пур. Вĕсем продукцие сутма тĕрлĕ хулана çÿреççĕ иккен.
- Эпир хуçасемпе пĕрлех пурăнтăмăр. Повар апат пĕçерсе çитеретчĕ. Яланах пахчаçимĕç сĕткенĕпе сăйлатчĕç. Сăмах май, ăна нимĕçсем минерал шывĕпе хутăштарса ĕçеççĕ. Ытларах чухне апата çăкăрсăр çиеççĕ. Апатланнă хыççăн чей ĕçмеççĕ, - сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Пикесем нимĕçсен тирпейлĕхĕнчен те тĕлĕннĕ. Вĕсем çÿп-çапа нихăçан та пăрахмаççĕ. Çынсем велосипедпа çÿреме кăмăллаççĕ. Галстук çыхнă арçынна икĕ кустăрмаллă ут çинче курма хăнăхман эпир. Анчах нимĕçсемшĕн çакă пачах ют мар. Ĕçленипе пĕрлех канма та вăхăт тупнă практикантсем. Малтанах хуçасемпе пĕрле Руст хулинче вырнаçнă Европа-парка çитсе курнă. Канмалли кунсенче вара урăх çĕршывсене тухса çÿренĕ: Францие, Италие, Швейцарие кайса курнă. Çапла, хĕрсем ют патшалăхра практика ирттернĕ çеç мар, хăйсем валли çĕнннине те чылай пĕлнĕ, нимĕç культурипе паллашнă. Ку, чăн та, ĕмĕр асăнмалăх.