Чи пысăк пуянлăх - сакăр ывăлпа пĕр хĕр
Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче «Ача амăшĕ - героиня» ята тивĕçнисем йышлă. Вĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртĕнче ятарлă стенд тусах пурне те курăнмалли вырăна сăнÿкерчĕксемпе вырнаçтарнă. Нумай ача çуратса ÿстернисен йышĕнче Тĕмер ялĕнче пурăнакан Луиза Прокопьевна Сидорова та пур.
Ача амăшĕ героиньăпа çывăхрах паллашас тесе Тĕмерти Сидоровсем патне çул тытрăмăр. Кăнтăр урамĕнчи 41-мĕш çуртăн алкумĕнчен кĕнĕ май тÿрех курăнчĕ: хăй вăхăтĕнче çак кил-çурт ялта чи капăррисенчен тата пысăккисенчен пĕри пулнă. Кунта сакăр ывăлпа пĕр хĕр ÿссе çитĕннĕ. Вăл çулсенче вăл ача сассипе тулнăран пысăках та туйăнман-тăр. Халĕ вара пÿртре шăп. Сехет шакканă сасă кăна илтĕнет. Шалти пÿртре - Луиза Прокопьевна сакăрвунă çул тултарнă тĕле хатĕрленĕ йăх-несĕл йывăççин пысăк портречĕ. Ăна сăнÿкерчĕксенчен питĕ ăста хатĕрленĕ. Ачисене самантлăха та куç умĕнчен ямасть амăшĕ. Кашни куна ачасен сывлăхĕшĕн калакан кĕлĕпе пуçлать.
Пысăк çурт хальхи вăхăтра янăравлă ача-пăча сасси çукран кăштах тĕксĕммĕн курăнать. Ашшĕ-амăшĕн хÿттинче вăй-хал, ăс-тăн пухса, анлă çунат сарса ăшă йăваран пĕрин хыççăн тепри вĕçсе тухса кайнă тĕпренчĕкĕсем. Сакăрвунă çултан иртнĕ ватăсем куллен шăкăл-шăкăл калаçса, пулăшса пĕр-пĕрне упраççĕ. Паян ачисен, мăнукĕсен пурнăçĕпе савăнса, вĕсен малашлăхĕпе киленсе пурăнаççĕ.
- Ялтан инçетре пурăнаççĕ пулсан та пире манмаççĕ. Отпускра килсе каяççĕ, ытти чухне шăнкăравласах тăраççĕ. Халĕ çыхăну лайăх аталаннă, - сăмах хушать Василий Николаевич.
Ачисем çинчен сăмах пуçарсан амăшĕпе ашшĕн куçĕсем ăшшăн çуталаççĕ. Кашни ачин пурнăçĕпе тĕплĕн паллаштараççĕ вĕсем.
Чи асли, Николай, Сургутра рентгенолог пулса ĕçлет. Анатолий - Çĕрпÿри мăнастирте. Çемье яланах тĕне хытă ĕненнĕ. Ачисене те мĕн пĕчĕкрен Турă саккунĕсене тытса пыма вĕрентнĕ. Çавăнпах ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн пит хĕретме тивмен. Паян та сăпайлăхĕпе палăраççĕ. Вера Рязань облаçĕнче хунав янă. Вячеслав - ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ. Унăн çемйи ашшĕ-амăшĕнчен икĕ кил урлă пурăнать. Кил-картинчи йывăр ĕçсене пурнăçлама ывăлĕпе кинĕ пулăшаççĕ. Ватăсем вăталăх ывăлĕ тăван ялта тĕпленнĕшĕн хĕпĕртеççĕ.
- Мунча хутса кĕртекенсем те вĕсемех. Ывăлпа кин пулмасан ватлăх нушине курма тиветчĕ те пулĕ, - теççĕ Сидоровсем. Хальлĕхе вара аптăрамаççĕ.
Юрий Саратов облаçĕнче пурăнать. Ачаран спортпа туслăскер, халĕ те йывăр атлетикăпа тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнать. Витя карап çинче ишнĕ. Шел, пурнăçĕ кĕске пулнă унăн. Йывăр хуйхăра амăшĕн чĕри вут-çулăмра çуннă. Тем самантра çÿç пĕрчисем шуралнă, питре пĕркеленчĕксем хутшăннă.
Владимир, Валери, Сергей - Сургутра. Строительсем.
Сидоровсен тăхăр ачи те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. 17 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук йăх-несĕле малалла тăсаççĕ. Çут тĕнче пилленĕ ывăлĕсемпе хĕрĕ тĕрлĕ сферăра çĕршыв малашлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеççĕ. Ывăлĕсем пурте салтак тивĕçне пурнăçланă. Василий Николаевич та салтак аттине виçĕ çул ытла хывман.
- Ачасем ÿстересси нихăçан та çăмăл пулман. Тĕпренчĕксене ура çине тăратнă чухне ыйхă, канăçлăх çинчен шухăшламан. Çапах нихăçан та нăйкăшман, куллен ĕçе утнă, ачи-пăчине ытлă-çитлĕ, тĕрĕс-тĕкел, сывă, таса ÿстерес тесе ăнтăлнă, - тет Луиза Прокопьевна.
Пепкисем пĕчĕк чухне амăшĕ фермăра ĕçленĕ. Ачисем çитĕнсе пынă май ашшĕпе амăшне пулăшма фермăна васканă. Люся аппа шкул хыççăнах малтан бригадăна ĕçе çÿренĕ. Ялти маттур та йĕркеллĕ каччăпа çемье çавăрсан пурнăç малашлăхĕшĕн талпăннă.
Кил хуçине хăй вăхăтĕнче Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕ ялхуçалăхне аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн «Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Йышлă çемьере тăванлăх туйăмĕ чи малта тăнă. Аслисенчен пĕчĕккисем ĕçе, тирпей-илеме хăнăхса ÿснĕ, ватăсене хисеплеме вĕреннĕ. Çемье ĕмĕртен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă.
- 80 çул тултарсан ĕне сума пăрахрăм. Ăна сутса укçа тăвасси интереслентермерĕ. Пирĕн халĕ хамăр канăçлăхшăн Турра кĕлтуса пурăнмалла. Çавăнпа та ĕнене Çĕрпÿри мăнастире кайса патăмăр, - пĕлтерет Люся аппа.
- Чăннипех те, ватлăхра халь пирĕн пурте пур. Пирĕн, ашшĕ-амăшĕн, ытларах ачасен ырлăхĕшĕн, сывлăхĕшĕн кĕлтумалла, - тесе сăмах хушать Вася пичче те.
Ашшĕпе амăшĕ ĕçкĕ-çикĕпе нихăçан та иртĕнмен.
Ватăсен калаçăвне итлесен чунра лăпкăлăх, ăшăлăх хуçаланать. Епле çепĕç калаçаççĕ вĕсем пĕр-пĕринпе. 57 çул хушшинче темле йывăрлăхран та хăраман туслă мăшăр.
- Çак тарана çитсе пирĕн ачасем эпир хăр-хар калаçнине илтсе курман. Пирĕн çемьере яланах ăнлану хуçаланнă, - тет Луиза Прокопьевна.
Сакăр теçетке çула хыçа хăварнă Люся аппан шуралман çÿç пĕрчи юлман, илемлĕ пит-куçĕ те пĕркеленчĕкпе тулнă, çапах та ачисемшĕн вăл пурнăç парнелекен, ĕмĕр манăçми, чи хаклă çын.
- Эпир патшалăхран пулăшу кĕтсе, ача çуратса килте ларса курман. Турă панă кашни пепкене кун çути кăтартнă. Хырăм пăрахса та çылăха кĕмен. Ачасем çÿлти Турă паракан чи пысăк парне. Паян патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшать. Çавăнпа та çамрăк çемьесен ача нумай çуратмалла. Хăв пурнăç пилленĕ тĕпренчĕксем çепĕççĕн «анне» тесе чĕннинчен ăшă сăмах урăх çуках, - терĕ пире ăсатнă май ачасен амăшĕ.
Чăннипех те çаплах.
В.КИРИЛЛОВА.