Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яваплăх ÿсрĕ

РФ Ĕçлев кодексĕн 419 статйипе килĕшÿллĕн, ĕçлев саккунĕсене, ĕç правин нормисене палăртакан актсене пăсакансене дисциплинарлă майпа айăплаççĕ. Çавăн пекех вĕсене хирĕç уголовнăй мерăсем те йышăнма пултараççĕ.

Федерацин «Ĕç условийĕсене ятарлă хак парасси çинчен» саккунĕ пурнăçа кĕнĕ май Раççей Административлă право кодексне улшăнусем кĕртнĕ.

Ĕç сыхлавĕн саккунĕсене пăснăшăн тыттаракан яваплăх мерисене РФ КоАП 5.27.1 статйинче палăртнă. Енчен те ĕç сыхлавĕн патшалăх нормин ыйтăвĕсене пăссан, должноçри çынсене, уйрăм предпринимательсене 5000 тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене 80 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ.

Ĕç вырăнĕсенчи ĕç условийĕсене ятарлă хак панă чухне йĕркене пăсакансене те тивĕçлипе айăплаççĕ: должноçри çынсемпе уйрăм предпринимательсене 10 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене 80 пин тенкĕ таран штраф параççĕ.

Хăш-пĕр чухне ĕç паракан ĕçлекене ĕç сыхлавĕн йĕркисемпе паллаштармасăрах, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмасăрах ĕçе явăçтарма пултарать. Çак йĕркесене пăхăнманшăн должноçри çынсене, уйрăм предпринимательсене 25 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене 130 пин тенкĕ таран штраф кĕтет. Ĕçлекенсене сыхлав хатĕрĕсемпе тивĕçтерменнипе те должноçри çынсемпе уйрăм предпринимательсене 30 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене 150 пин тенкĕ таран штрафлама пултараççĕ. Саккунсене тепĕр хут пăссан вĕсен виçи ÿсет: должноçри çынсене 40 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене 200 пин тенкĕ штрафлаççĕ.

Унсăр пуçне ĕçлев саккунĕсене пăснăшăн яваплăх тытмалли вăхăта та тăснă - вăл правăна пăснă кунран пуçласа пĕр çулталăкпа танлашать. Маларах правăна пăсакана икĕ уйăх хушшинче çеç айăплама май пулнă.

Ĕç сыхлавĕн инспекцийĕн должноçри çыннин предписанине вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçламаншăн должноçри çынсемпе уйрăм предпринимательсене 50 пин тенкĕ таран, юридика сăпачĕсене 200 пин тенкĕ таран штрафлама е 1-3 çул таран дисквалификацилеме пултараççĕ.

Асăннă çĕнĕлĕхсем, пĕр енчен, ĕçлекенсен саккунлă интересĕсемпе ĕç прависене хÿтĕлеме, тепĕр енчен асăрхав органĕсене тĕрĕслевсем ирттерме, предпринимательсемпе ĕç паракансен яваплăхне ÿстерме май параççĕ.

А.ФЕДОРОВ.



"Елчĕк Ен"
21 ноября 2015
14:19
Поделиться