Пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкернĕ
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче районта, пĕтĕм Чăваш Енри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Унта пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп теми - Чăваш Республикинче 2016 çулта Ĕç çыннин çулталăкне ирттерессипе çыхăннă мероприятисем. Çавăн пекех кун йĕркинче республикăра çывăх вăхăтра çĕнĕ шкулсем тумалли тата халĕ ĕçлекеннисене çĕнетмелли программăна пурнăçа кĕртме пуçăнас, кăçалхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейре халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнмалли куна, 2016 çулхи ялхуçалăх çыравне ирттересси çинчен, 2015-2016 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрти пушар хăрушсăрлăхĕ, кальян туртса çын сывлăхне сиен кÿнине хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх, «сăрă» ĕç рынокĕ республика бюджечĕн тупăшсен пайне сиен кÿни тата ытти ыйтусем вырăн тупнă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче ĕç коллективĕсемпе тĕл пуличчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин мероприятине хутшăнакансемпе тĕл пулнă, районти лару-тăрăва хакласа информаци çитернĕ.
Паллах, тĕп вырăнта çитес çул Ĕç çыннин çулталăкне ирттерессипе çыхăннă мероприятисене йĕркелесси пирки пулнă.
Чăваш Ен хăйĕн ĕçчен халăхĕпе мухтавлă. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра рабочи профессийĕн ят-сумне çĕклес, ĕç династийĕсене хисеплес, çамрăксене наставниксен опычĕпе паллаштарас, професси ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Çитес çул, Ĕç çыннин çулталăкĕнче, вĕсен калăпăшĕ пысăк пулмалла, республикăра пурăнакансен хастарлăхне ÿстермелле.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пыракан ушкăн Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче пулчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Л.Кошкинпа пĕрле чи малтанах «АСК-Яльчики» ОООра çĕрулми управĕнче ĕçлекенсемпе тĕлпулу ирттернĕ. Кунта халĕ хĕрÿ ĕç пырать - çĕрулмине суйласа потребительсем патне ăсатаççĕ. Çулла çитĕнтернĕ тухăçа туянакансем йышлă. Çакă ял çыннине савăнтарать, малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. «Чăваш Ен, çавăн пекех район çыннисем, яланах ĕçченлĕхпе палăрнă. Ĕç вăл обществăн, çемьен ăнăçлăхĕ», - палăртнă Николай Петрович.
Калаçăва хутшăннă ял ĕçченĕсен ыйтăвĕсем çине район администрацийĕн пуçлăхĕ туллин хуравланă. Çавăн пекех Н.Миллин Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Ваттисен çуртĕнче те пулнă, вĕсен пурнăçри ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Кунта пурăнакансем район ертÿлĕхне тивĕçлĕ условисем туса панăшăн тав тунă.
Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ С.Скворцов Патреккелĕнчи тĕп тата Елчĕкри вăтам шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулнă.
Çынна ĕç çумне явăçтарасси çемьерен пуçланать, çапах çыннăн пурнăçĕнче шкул та паллă вырăн йышăнать. Çавăнпа вĕрентекенсем çак тĕллеве тĕпе хурса ĕçлеççĕ те. Патреккелĕнчи тĕп шкулта 136 ача вĕренет. Вĕсене 14 педагог пĕлÿ, воспитани парать. Кунтах шкул çулне çитменнисен икĕ ушкăнĕнче 46 ача та пĕлÿ тĕнчине кĕме хатĕрленет. Елчĕкри вăтам шкул вĕренĕвĕн тĕп центрĕ шутланать. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнчи результатсем тăрăх вăл Раççейри выпускниксене пысăк шайри пĕлÿ парассипе ĕçлекен ялсенчи чи лайăх 200 вĕренÿ организацийĕсен йышне кĕнĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те коллектив çак пысăк чыса çÿлти шайра тытса пырассипе тимлет. Шкулсенчи педагогсен коллективĕсемпе тĕл пулнă май С.Петрова Пĕрлехи информаци кунĕн ыйтăвĕсемсĕр пуçне вĕренĕвĕн пахалăхне ÿстермелли майсене те палăртнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова тата Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Хулари стоматологи поликлиники» автономлă учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ В.Викторов Аслă Елчĕк тăрăхĕн активĕпе, вырăнти Г.Н.Волков ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, паянхи пурнăçри хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Аслă Елчĕк - районти чи пысăк тата пуян ял шутланать. Хальхи вăхăтра кунти 696 уйрăм хуçалăхра 2100 çын пурăнать. Нумайăшĕ - пуçаруллисемпе теветкеллисем- уйрăм предпринимательсем пулса тăрăшаççĕ, хăйсен хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене йĕркелесе пыраççĕ, виççĕмĕшĕсем Ленин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшаççĕ, çапла майпа çемйисене тăрантараççĕ, çурт-йĕре тытса пыраççĕ.
Апла пулин, район центрĕпе юнашар вырнаçнă çак пысăк ялта та хальхи вăхăтри Раççей шайĕнчи çивĕч ыйту пăрăнса иртместех. Пушă çуртсем нумайлансах пыни, вăйпитти çынсем нумайăшĕ çемйисенчен уйрăм ют регионсенче ĕçлесе пурăнни, çамрăксем яла пурăнма юлманни хытă пăшăрхантарать. Малтанхи вăхăтра çакăн пирки ытлашши калаçсах та кайман, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче - экономикăра çирĕплĕх, пĕр тикĕслĕх çук тапхăрти пулăмăн тÿнтер майĕ, акă, халĕ паянхи ял çынни умне мĕн чухлĕ çивĕч ыйту кăларса тăратрĕ. Ял ватăлать, ялти шкулта вĕренекенсен хисепĕ кашни çул чакса пыни те çакна уçăмлăн çирĕплетет. Аслă Елчĕкри шкулта хальхи вăхăтра 140 ача ăс пухать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан шкула - 20, 2011-2012 çулсенчи вĕренÿ çулталăкĕнчен 72 ача сахалрах пынă. Вĕрентекене çакă епле ан шухăшлаттартăр?
Хальхи лару-тăру - экономика кризисĕ тепĕр хутчен пуçран килсе çапнă вăхăтра ялти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене тытса тăма, вĕсене малалла аталантарма та çăмăл мар. Иртнĕ ырă вăхăтсенче хăпартса лартнă икĕ хутлă пысăк çуртра вырнаçнă Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче унта пырса кĕрсенех тĕплĕ юсав ĕçĕсене пурнăçлама вăхăт çитни куçа курăнать. Информаци кунне хутшăннă «Хулари стоматологи поликлиники» автономи учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ В.Викторов сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче сиплев тытăмне тата лайăхлатмалли майсем тĕлĕшĕпе хăйĕн шухăшĕсене палăртрĕ.
Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Ольга Никина тата район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова Курнавăш ял тăрăхĕнче пулнă, Çĕнĕ Пăвара пурăнакансемпе тĕлпулу ирттернĕ. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пушар асăрхавĕн районти инспекторĕ С.Сардаев, 44-мĕш пушар чаçĕн ертÿçи В.Григорьев пушар хăрушсăрлăхĕ пирки калаçусем йĕркеленĕ.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем районти ялсенче пурăнакансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.