Ентешĕмĕр - легенда
21 ноября 2015 г.
Андриян Николаев чăвашсен пĕрремĕш космонавт летчикĕ пулсан, Ардалион Игнатьев вара ентешсене Олимп çулне уçса параканĕ.
Ĕнел ялĕнчи Анаткас урамĕнчи 15-мĕш çурт паян музей объекчĕ вырăнĕнче ĕнтĕ. Кунта Василий Игнатьевичпа /1904-1988/ Зинаида Степановна /1904-1989/ Игнатьевсем пилĕк ывăл çитĕнтернĕ. Кил хуçи, кĕçĕн офицерсен курсне пĕтернĕскер, Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă, орден-медале тивĕçнĕ. Хăйĕн пурнăçне пĕр ĕç вырăнĕпе - «Союзпичетĕн» районти уйрăмĕпе çыхăнтарнă, пуçлăхра тимленĕ. Мăшăрĕ почтальонкăра, колхозра вăй хунă.
Ывăлсенчен чи асли - Ардалион. Ун хыççăнхи - Василий /1934-1995/. Йĕлтĕрпе чупассипе СССР спорт мастерĕ. Украинăри Луганск облаçĕнчи Северодонецк хулинчи хими заводĕнче ĕçленĕ.
Вениамин /1937-2003/ Свердловскри /халĕ Екатеринбург/ локомотив деповĕн рабочийĕ пулнă.
Алексейĕн, Казахстанри Темиртау хулинчи пĕр заводра слесарь-наладчикра ĕçленĕскерĕн, кун-çул пуçламăшĕ хăйнеевĕрлĕхпе паллă: вăл 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре кун çути курнă. 2012 çулта çĕре кĕнĕ.
Чи кĕçĕнни - Борис - 1946 çулта çуралнă. Шупашкарта пурăнать. Хулари троллейбус управленийĕн энергетика хуçалăхне ертсе пынă. Асăннă коллективран пенсионер патне халĕ те сĕнÿ-канаш ыйтма çÿреççĕ.
...Олимп тăвĕ çине хăпарса çитиччен Ардалион Игнатьевăн нумай чăрмава парăнтарма тивнĕ. Çав шутра спортри тÿре-шарасен принципсăрлăхне те. Паллах, ку уйрăм калаçу.
Пулас олимпиец ялти ытти ачасемпе танах кĕтÿ кĕтнĕ, хурсене сыхланă, пахчари ĕçсене пурнăçланă. Пушă вăхăтра хускануллă вăйăсем чылай йĕркеленĕ. Çитĕнерехпе, хуткупăс ăсти пулнă май, çамрăксене салтака ăсатма пайтах хутшăннă.
Вăл ялан малта пулма ăнтăлнă. Тĕслĕхĕ те юнашарах: Нестер Степанович Степанов /ăна вăл пĕрремĕш тренер тенĕ/ тата ашшĕ çуран чупассипе акатуйсенче, республикăри ăмăртусенче палăрни ăна ăмсану, çав вăхăтрах хавхалану та кÿнĕ.
Спортри тĕп çул çине тухиччен Ардалион çÿллĕшне те сикет, сăнă та ывăтать. Хул-çурăм кĕрнеклĕхне кура штангист та пулмалла пек. Вăл гимнастикăна суйласа илет. Тренерсем, сăнакаланă май, кăштахран çăмăл атлетикăра «аппаланса» пăхма сĕнеççĕ. Пĕр ăмăртура вăрăм дистанцине тухать - кайрисен йышне лекет. Тепрехинче кĕске чупу çаврăмĕсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ те каччăра шанчăк тĕшши самаййине асăрхаççĕ спортри селекционерсем. Çапла Ардалион çĕнĕ биографие йĕркелеме пуçлать.
А.Игнатьев Канашри учительсен институтне пĕтерсен Тăрăмри çичĕ çул вĕренмелли шкулта физикăпа математикăна вĕрентет. Вăй-хал хатĕрленĕвне тĕпе хурса маршрута ятарласа кăткăслатать - тарăн юра ашса чупать.
Çапла майпах фуфайкăллă, кăçатăллă вĕрентекен 100, 200, 300, 400 метрлă сыпăксене чупса спорт картлашкине ÿсĕмлетсех пырать.
1952 çул. Хельсинки хули. Çуллахи XV Олимпиада. Çирĕм иккĕри ял ачи хăй тахçанах ĕмĕтленнĕ, чи яваплă старта тухать. Олимп вăййисене шкул çулĕсенчи гимнастсем хутшăнаççĕ-ха. Анчах та çăмăл атлетикăшăн Ардалион çулĕ питех те «çамрăк». Çакă та паттăрлăх мар-и?
1956 çулта черетлĕ Олимпиада. Пĕрремĕш старт - хăй çуралнă кун. Вăл кунах ывăл ача çуралать: Виктор. Çак символла пулăмсем ăна «Виктория» - çĕнтерÿ кÿреççĕ: бронза медаль!
А.Игнатьев чăваш спортсменĕсенчен нумай енĕпе пĕрремĕш пулнă: олимпиец, медальçĕ, Европа чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ. Унăн юратнă дистанцири /400 м/ кăтартăвне 20 çул ытла Чăваш Енре никам та çĕнетме пултарайман. Вăл Ленинградра ĕçлесе пурăннă тапхăрта та тăван республика ячĕпе ăмăртнă.
СССРăн 16 хут рекордсменĕ виççĕмĕш Олимпиадăна та хутшăнма пултарнă. Анчах хăй хирĕçленĕ, çамрăксене çул парас тенĕ.
Ардалион Васильевич тренер ĕçĕнче те хăйĕн тÿпине хывнă. Унăн вĕренекенĕ, Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Миллин 800 метра чупассипе темиçе хутчен Раççей, СССР чемпионĕ ята тивĕçнĕ. 1985 çулта Пĕтĕм тĕнчери студентсен вăййинче çĕнтерсе тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăнă.
Ĕнелĕнчи Серафим, Николай, Валерий Григорьевсем те спортра хăйсен çитĕнĕвĕсемпе паллă ентешĕн ят-сумне çÿле çĕкленĕ.
А.Игнатьев сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче - ырă тĕслĕх. Тăрăшулăхпа, чăтăмлăхпа Олимп çулне хывнă ентешĕмĕр - легенда.
Николай МАЛЫШКИН.
Сăнÿкерчĕкре: Ардалион Игнатьев /сылтăмран иккĕмĕшĕ/ ашшĕпе Василий Игнатьевичпа, амăшĕпе Зинаида Степановнăпа /лараççĕ/ тата шăллĕсемпе /1981 çул/