Пĕтĕмĕшле сăнав иртет
Статистиксем тĕрлĕрен сăнавсемпе тĕпчевсем ирттереççĕ.
Суйласа илнĕ сăнавсем çулталăк тăршшĕпех - кашни уйăхра, кварталта пулса иртеççĕ. Пĕтĕмĕшле сăнавсем /халăх, ялхуçалăх çыравĕсем/ 5, 10 çулта пĕрре иртеççĕ.
5 çултан иртекен пĕтĕмĕшле сăнавсенчен пĕри - пĕчĕк тата вăтам предприятисен ĕç-хĕлне тишкерни. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулхи пĕрремĕш кварталта /2015 çулхи кăтартусем тăрăх/ пĕчĕк тата вăтам ĕç тăвакансен пĕтĕмĕшле сăнавне ирттерме палăртнă. Асăннă мероприятин тĕп тĕллевĕ - тĕрĕс тата тулли статистика кăтартăвĕсене пухса пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна малашне аталантарма çĕнĕ программăсем йышăнасси.
Пĕтĕмĕшле сăнава пĕчĕк тата вăтам предприятисем, фермер /хресчен/ хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем хутшăнаççĕ.
Л.ГОРШКОВА,
Чăвашстатăн районти уйрăмĕн эксперт специалисчĕ.