Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрлĕхре - пысăк вăй!

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне пирĕн çĕршывра 2005 çултан пуçласа паллă тăваççĕ. Унăн хăйĕн историйĕ, пĕлтерĕшĕ пур. Паянхи тĕнчери çăмăлах мар лару-тăрура Раççейре вун-вун халăх çынни пĕр-пĕрне пулăшса тата килĕштерсе пурăннинчен хаклăраххи урăх нимĕн те çук. Раççей пĕлтерĕшлĕ пысăк уява пирĕн республикăра та анлăн паллă тунă.

Шупашкарта Тĕп лапамра çак куна халалласа ирттернĕ митинга 10 пин ытла çын хутшăннă. Çакă чăваш халăхĕ, чăннипех, пĕрлĕхлĕ те туслă пурăннине çирĕплетет.

Пĕр йышри, пĕр чăмăрти халăх савăнăçра анчах мар, хуйхă-суйхăра та инкеке лекнисемпе пĕрле. Çакна шута илсе митинг Египетри авиакатастрофăра пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă çынсене асăнса шăп тăнипе пуçланнă.

Хальхи вăхăтра хăш-пĕр çĕршывсем Раççей халăхĕн пĕрлĕхне йĕркерен кăларма хăтланнине те пытараймăн. Çакна шута илсе Чăваш Ен правительстви нацисем хушшинчи килĕшÿлĕх ыйтăвне сăнасах тăрать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май çапла пĕлтернĕ: «Пирĕн халăх культурипе историйĕн тымарĕ çав тери тарăн. Çакна пĕлнĕрен ĕмĕрсем хушшинчи историрен эпир вăй-хал, ăс илсе тăратпăр, çакă пирĕн территорие тавлашу-хирĕçÿрен хÿтĕлеме пулăшать. Республикăри кашни наци çынни пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнтăр тесе вĕсене малашне кирлĕ условисем туса пама тăрăшатпăр».

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне пухăннă йышлă халăха Шупашкар хулинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ирина Клементьева, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пыракан Виктор Горбунов, республикăри çамрăксен правительствин культура министрĕ Иван Сидоров тата ыттисем те саламланă.

Çирĕп пĕрлĕхе аркатаймăн. Унра - пысăк вăй. Крым, Севастополь пĕр шухăшлă пулса Раççей çемйине кĕни ăна пушшех те тĕреклетрĕ.

...Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче республикăра ытти пĕлтерĕшлĕ мероприятисем те иртнĕ. Тăван çĕршыва юратакансем -патриотсем уява халалласа иртнĕ «Пире кунта лайăх» флешмоб акцине хастар хутшăннă. Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче - Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн кунĕ. Çавна май Шупашкарта, Канашра тата ытти районсенче пурăнакансем хĕреслĕ çулçÿреве тухнă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Раççей халăхĕн пĕрлехи çемйи» ятпа республикăри наци культурисен II фестивалĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Асăннă мероприятие 1000 ытла çын çитсе курнă, уяв концертĕнче 17 коллектив хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарнă.

Чăваш Енре нацисем хушшинчи килĕшÿлĕхе çирĕплетнĕшĕн тата общество ĕçĕнче хастар пулнăшăн Михаил Игнатьев Чăваш наци конгресĕн членне Эдуард Бахмисова, Чăваш Республикинчи вырăс культура центрĕн ертÿçин çумне Вероника Исаевăна, Мордва культура центрĕн председательне Владимир Седойкина, республикăри Мăсăльмансен тĕн управленийĕн тĕп организацийĕн ертÿçине Мансур Хайбуллова тав тунă.

Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче чăваш сăмахĕ Мускавра та янăранă.



"Елчĕк Ен"
07 ноября 2015
09:10
Поделиться