Паллă олимпиец ячĕпе - кросс
07 ноября 2015 г.
Мускаври «Сокольники» паркра Мускав хулинче пурăнакан чăвашсем çăмăл атлетсен пĕрремĕш кросне ирттернĕ. Ăна пирĕн ентеше, мухтавлă олимпиеца Ардалион Игнатьева халалланă.
Çак пысăк спорт уявне ирттерес шухăш Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков «Сокольники» паркĕн директорĕпе Андрей Лапшинпа тĕл пулнă чухне çуралнă. Йĕркелÿ комитечĕн йышне Чăваш Енрен тухнă паллă спортсменсем Валерий Дмитриев, Олег Захаров, Владимир Андреев та кĕнĕ.
Ардалион Игнатьева асăнса ирттернĕ кросра старта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çĕре яхăн çын тухнă. Вĕсен хушшинче чи çамрăкки 4 çулта, чи асли 75 çулта пулнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралнă 74 çулхи Елена Пескова, чи аслă хĕрарăмсем хушшинче çĕнтернĕскр, хăйĕнчен чылай çамрăкраххисенчен те иртсе кайнă. Ыттисем те начар мар результатсем кăтартнă. Кроса хутшăннисенчен кашниех асăну дипломĕсене, çĕнтерÿçĕсем - илемлĕ кубоксене тивĕçнĕ.
Кроса хутшăннисене Леонид Волков, Олег Захаров, Владимир Андреев саламланă. Леонид Волков Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн, çуллахи Олимп вăййисен чемпионĕн Валериан Соколовăн саламĕсене те вуласа панă.
Чăваш Енре спорт пысăк хисепре - кунта пурăнакансен 40 проценчĕ массăллă физкультурăпа тата спортпа туслă. Уйрăмах çăмăл атлетика хисепре. Чăваш Республикинче спортăн çак тĕсĕпе тĕнчере палăрнă спортсменсем чылай. Вĕсенчен пĕри - спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, чăвашсенчен чи малтан Олимп наградине çĕнсе илнĕ, Чăваш Енĕн мухтавĕ Ардалион Игнатьев. Унăн ырă тĕслĕхĕ çамрăксене те, çитĕннисене те хавхалантарать. Паянхи кун Ардалион Васильевич Игнатьевăн чаплă ятне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командисене хатĕрлекен центр çÿлте тытса пырать. Мухтавлă олимпиец ячĕпе Шупашкарти тата Елчĕкри урамсем те хисепленеççĕ.
Çакăн пек пысăк спорт уявне Мускавра кашни çулах сентябрь уйăхĕн юлашки вунăкунлăхĕнче ирттерме палăртнă.