Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чунĕпе те, сăнĕпе те илемлĕ

Г.А. Пчеловăна, Аслă Пăла Тимеш шкул директорне, таврара пĕлмен çын çук та пулĕ. Çак тăрăхра çуралса ÿснĕ çынна епле пĕлмĕн-ха? Ватăсемпе ватăлла, ачасемпе  ачалла пулма пĕлекене чăваш мĕн ĕлĕкех  хисепленĕ.

Галина Ананьевна Пчелова Исемпел ялĕнчи йышлă çемьере çуралнă. Çавăнпах кĕçĕнни ачаранах ыррипе усаллине, илемлипе илемсĕррине уйăрса ÿснĕ. 1973 çулта хĕрача пĕрремĕш класа кайнă. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ, Зинаида Андреевна Железова, хăйĕн ĕçне чăн-чăн парăннă çын пулнă. Унăн кашни сăмахне ахах вырăнне хунă вĕренекенĕсем. Гальăн ăс вăрлăхне акакан пулма ĕмĕтленесси те пĕрремĕш вĕрентекенренех  тытăннă. 1981 çулта пултаруллă хĕр 8 класс пĕтернĕ. Ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртес тĕллевпе  Канашри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Тăрăшса вĕреннĕ, ăста педагог пулма ăнтăлнă. 1985 çулта аллине диплом илсе тăван шкула вĕрентекен пулса ĕçлеме килнĕ.      

Учителĕн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Пуçламăш классенче вĕрентекенĕн пушшех те. Ачасене вулама, çырма, шутлама вĕрентнисĕр пуçне çутçанталăкпа паллаштармалла, кашнийĕн ыйтăвне хурав пама пĕлмелле, тирпейлĕ пулма хăнăхтармалла, ыррипе усаллине уйăрма, Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентмелле...

Учителĕн ĕçĕ яваплă та, çав вăхăтрах пархатарлă та. Тĕрлĕ професси валли тÿрĕ  чунлă, пултаруллă çынсем хатĕрлет-çке вăл. Кам кăна çук-ши Галина Ананьевна ăс панă ачасем хушшинче? Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă вĕсем. Галина Ананьевнăшăн вара чи хакли – вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем, вĕсем пурнăçра чăн вырăнне тупни. Манмаççĕ, хисеплеççĕ ăшă кăмăллă вĕрентекене. 

Ултă çул каялла Галина Ананьевнăна Аслă Пăла Тимеш шкул коллективне ертсе пыма шанаççĕ. Шкул хăтлăхĕшĕн, ачасене вĕренме, учительсене ĕçлеме условисем туса парассишĕн ăнтăлать ертÿçĕ. СанПин ыйтнине, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса ĕçлес тесен епле кăна пысăк ĕçсем тумалла мар-ши? Шкулта ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет Галина Ананьевна. Хăйĕн пĕлĕвне ÿстерсе пырассишĕн çĕнĕлĕхсемпе паллашать, ятарлă курссенче ăсталăхне ÿстерет.

Хăй ĕçне тÿрĕ кăмалпа пурнăçланăшăн район администрацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин грамотисене, ытти тĕрлĕ наградăсене илме тивĕçлĕ пулнă Галина Ананьевна.

Директор, педагог, анне, юратнă мăшăр... Пчеловсем 3 ача çуратса ÿстернĕ. Асли, Павел, Шупашкарта вăй хурать, Настя хĕрĕ çемйипе Марокко çĕршывĕнче пурăнать. Кĕçĕн ывăлĕ Саша  9 класра вĕренет.

Çемье ăшши хĕрарăмран нумай килет. Ăшă кĕтес хăй патне туртать. Яланах çын килсе çÿрет шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан çемьене. Алли-ури çăмăлран яланах  ĕçми-çими  сĕтел тулли туслă çемьен. Алă ĕç тума, пÿрт-çурта тирпейлеме, тутлă  апат пĕçерме юратать ăшпиллĕ кил хуçи.

Çынра ырă кăмăла, тÿрĕ чуна кăмăллать Галина Ананьевна. Кĕнеке вулама юратать. Вулама пуçланă кĕнекене аллинчен ямасть, хăйĕн вĕренекенĕсене те кĕнеке вулама хистет. Вăл шкулта ĕçлеме пуçлани 30 çул çитрĕ. Шăпа ăна вĕрентекен пулмах пилленĕ. Чунĕпе те, сăнĕпе те - чăннипех пур енĕпе те - илемлĕ çын тесе калас килет ăна. Унри чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕн ĕçченлĕхĕ,сăпайлăхĕ пирĕншĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Яланах ырă канаш пама, йывăр вăхăтра пулăшма, йăпатма пĕлекен  директор вăл.

А.МИХЕЕВА.



"Елчĕк Ен"
07 ноября 2015
09:12
Поделиться