Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пĕрлĕхре - вăй

Халăх пĕрлĕхĕн кунне Раççейре çĕнĕрен 2005 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчен паллă тума пуçăннă. Асăннă уяв - нумай нациллĕ Раççей халăхĕсен йăлисен чĕрĕлĕвĕн, обществăри тăнăçлăхпа килĕшÿ управĕн палли.

2004 çул вĕçĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи «Çар мухтавĕн кунĕсем çинчен» саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри - маларах асăннă уява çĕнĕрен чĕртсе палăртма йышăнни, патшалăх шайĕнчи канмалли куна - ноябрĕн 7-мĕшне /çак кун Килĕшÿпе çураçу кунне паллă тăваççĕ/ ноябрĕн 4-мĕшне куçарни.

Историрен çакă паллă: ноябрĕн 4-мĕшĕ Раççейшĕн 17-мĕш ĕмĕртенпех уяв шутланнă. Ăна Хусан Турамăшĕн турăшĕн уявĕ пек палăртнă. Çак уява 1649 çулта Алексей Михайлович патша хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Уява 1579 çулта Хусанта тупнă турăш пĕрремĕш земство ополченине тапăнса кĕнĕ çарсене çĕнтерме пулăшнипе, каярахпа, 1612 çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ Китай-хулана штурмпа илнипе, поляксене Мускавран хăваласа кăларса яма пултарнипе çыхăнтарнă. Кунта пĕтĕм халăх мĕнле тĕне ĕненнине, обществăра мĕнле вырăн йышăннине пăхмасăр паттăрлăх, пĕрлĕх кăтартнă. 1613 çулхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче Земство соборĕ Романовсен йăхĕнчи пĕрремĕш патшана суйланă - Михаил Романова Раççее ертсе пыма шаннă. Тăшмансене çĕнтернĕ хыççăн Хусанти Турамăшĕн турăшĕн хăвачĕ питĕ пысăк пулнине ĕненме тытăннă, ноябрĕн 4-мĕшĕ пĕтĕм халăх уявĕ тесе пĕлтернĕ.

Çĕршыв халăхĕ хамăрăн кун-çулăн пуян еткерне упраса хăварас, çĕршыва çирĕплетес, ырă малашлăхшăн чăмăртанас тĕллевпе пĕрлешни  Раççее вăйлă та аталаннă çĕршыв пулма пулăшать.



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2015
08:28
Поделиться