Пĕр вырăнта тăмасть
Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерстви 2014-2015 вĕренÿ çулне пĕтĕмлетсе çĕршыври чи лайăх шкулсене палăртнине маларах пĕлтернĕччĕ. Профиль вĕрентĕвне аталантарас енĕпе Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкул чи лайăххисен йышне кĕнĕ.
Педагогсен коллективне иккĕмĕш çул М.Меметова ертсе пырать. Шкулта 155 ача вĕренет. Вĕсене 19 педагог пĕлÿпе воспитани парать. Шкула ултă ял ачисем çÿреççĕ. Вĕсене ятарлă автобуспа турттараççĕ. Чăваш, тутар ачисем туслă вĕренеççĕ.
Вĕренекенсем сахалтан 1983 çулта туса лартнă пысăк шкулăн пĕр енне питĕрнĕ. Çапах усă кураканнине вара çулсерен çĕнетсе, хăтлăлатса, пуянлатса пыни куç умĕнче. Классенче ăшă та çутă. Кăçал спортзал палăрмалла улшăнчĕ. Унта 1180 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Патшалăхăн «Доступная среда» программипе килĕшÿллĕн шкула кĕрекен вырăна çĕнетсе 486 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Çавăн пекех 2012 çулта патшалăх пулăшăвĕпе шкул столовăйĕнчи оборудованисене 582 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Апатлану залĕнчи сĕтел-пукан хальхи йышши. Шкул ачисем ĕлĕкхи пек туалета урама чупмаççĕ, СанПин йĕркипе килĕшÿллĕн санузелпа душевойсем кашни хутрах пур. Хăтлăхшăн тăрăшса 64 пластик чÿрече лартнă. Шкула паянхи пурнăç ыйтакан шая çитерме федераци, район бюджечĕсенчен 1 миллион та 200 пин тенкĕ уйăрнă.
- Патшалăх ял шкулĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетессине малти вырăна хурать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Правительстви ачасене вĕренме кирлĕ условисем туса парассине пысăк тимлĕх уйăрать, - савăнăçне пытармасть М.Меметова директор.
Чăннипех те çапла. Вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн кĕçĕн классенче вĕренекенсене хальхи йышши оборудованипе туллин тивĕçтернĕ. Виçĕмçул физикăпа кăсăкланакан ачасен тавракурăмне аталантарма 142 пин тенкĕ ытла тăракан «Лего» робот техники туяннă. Л.Князева ертсе пыракан ачасем робототехникăпа туллин ĕçлеççĕ, тĕрлĕ программăсем хатĕрлеççĕ.
Учительсен вăтам ÿсĕмĕ - 46 çул. Ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе ăнтăлакансем хăйсем те тăтăшах вĕренеççĕ, квалификацине тĕрлĕ курссенче ÿстереççĕ. Коллективра «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята илнисем иккĕн - Т.Воронинăпа И.Павлова. Вĕсен ĕç опычĕ пуян. И.Леонтьева, Е.Николаева, И.Чернова, А.Теренина, П.Теренин, С. Арефьева, Н.Абдулкина, В.Иванов, В.Петров, В.Павлова, С.Васильева, И.Осипова педагогсем те хăйсен ĕçĕнче ăста. Вĕсем вĕрентекен ачасем олимпиадăсене, районти, республикăри тĕрлĕ конкурссене, наукăпа тĕпчев ĕçĕсене активлă хутшăнаççĕ.
Шкул чылай çул çутçанталăкпа наука профилĕ çине тайăнса ĕçлет. Химипе биологие, биологипе географие вĕрентессипе Раççей шайĕнче палăрма пултарнă та. Чи лайăх шкулсене палăртнă чухне патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕн кăтартăвĕсене, шкул ачисен олимпиадăсенчи çитĕнĕвне шута илнĕ. Ку енĕпе Лаш Таяпара чăннипех пысăк ÿсĕмсем тăваççĕ. Биологи предметне чылай çул Ираида Павлова педагог вĕрентет. Аслă категориллĕ учителĕн вĕренекенĕсем юлашки çулсенче районта кăна мар, регион, Раççей шайĕнчи предметсен олимпиадисенче çивĕч ăс-тăнпа, пысăк тавракурăмпа савăнтараççĕ. Ираида Николаевна хăйĕн предмечĕсене кăмăллакансемпе уйрăммăн ĕçлессине тĕпе хурать. Кĕçĕн классенчех вăл ачасен туртăмне сăнать, пултарулăхне кура аталантарма тăрăшать. Уроксем тахçанах вĕçленнĕ пулсан та биологи кабинечĕ пушанмасть, унта вĕренекенсем тĕрлĕ методикăна «шĕкĕлчеççĕ», опытсем тăваççĕ... Хальхи вăхăтра И.Павлова хĕрÿ ĕçре - часах ачасен муниципалитет шайĕнчи олимпиадăсем пуçланаççĕ. Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Кăçал Ираида Павлова Раççейри чи лайăх учитель йышне кĕчĕ, 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçрĕ. Виçĕмçул унăн сăнĕ районти Хисеп хăми çинче тăчĕ.
Иртнĕ çулхи олимпиада итогĕсене илес пулсан, Ираида Николаевна вĕренекенĕсем районта кăна мар, республикăра та палăрнă. Андрей Павлов вара экологи предмечĕпе Раççей шайĕнче призер пулчĕ. Юлашки пилĕк çулта вĕренекенсем биологи тата экологи предмечĕсемпе муниципалитет шайĕнче 31 призлă вырăн йышăннă. Çавăн пекех Лаш Таяпасем регион шайĕнчи 18 призерпа тата пĕтĕм Раççейри 2 призерпа мухтанма пултараççĕ. Шкул чысне Павловсем çÿле çĕклени куçкĕрет. Малтанах Ираида Николаевнăн аслă ывăлĕ Алексей биологипе Раççейре палăрчĕ пулсан, унтан кĕçĕн ывăлĕ - Андрей. Палăртмасăр иртес килмест, пултаруллă та çивĕч ăслă ачасен ашшĕ те, Владимир Алексеевич, тăван шкулăн лайăх вĕренекенĕсен йышĕнче пулнă. Вăл хăй вăхăтĕнче иккĕмĕш класран тÿрех тăваттăмĕшне куçнă. Павловсем ывăлĕсене мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслаштарни паха çимĕç панине туяççĕ.
Павловсем кăна мар, экологи предмечĕпе Антон Игнатьев, Анастасия Волкова республикăра пысăк утăмсем тунă. Калас пулать, кăçалхи выпускниксенчен çурри ытла биологи, хими предмечĕсемпе ППЭ тытнă. Ултă медалист та ЧПУн медицина факультечĕн студенчĕсем пулса тăнă.
Вĕренекенсем спортра та харсăр. Районти спартакиадăра шкул кăçал иккĕмĕш вырăна тухнă.
В.КИРИЛЛОВА.