Хамăрăн тупăшсене ÿстермелле
Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Чи малтанах вăл шăматкун Шупашкарта ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕ мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Пирĕн район унта пысăк чыса тивĕçнĕ /тĕплĕнрех паянхи хаçатăн 1-мĕш страницинчи «Чăваш Ен хресчене чысларĕ» статьяра çырса кăтартнă/.
Районăн 2016 çулхи бюджетне йĕркелес ĕç пырать. Халĕ ăна виçĕ çуллăх мар, çулталăклăх йышăнаççĕ. Пирĕн район бюджечĕн пысăк пайĕ республикăран куçарса паракан укçа-тенкĕрен йĕркеленет пулин те хамăрăн та тупăш илессипе ĕçлемелле. Шăпах çакăн çинче чарăнса тăчĕ те ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова. Хамăрăн тупăшсен шутне çĕр налукĕ, уйрăм çынсенчен илекен пурлăх налукĕ тата НДФЛ кĕреççĕ. Малтанхи икĕ налук укçи пĕтĕмпех района юлать, уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук укçи - çуррине яхăн. Ытти налуксем те пур. Сăмахран, муниципалитет пурлăхĕпе тухăçлă усă курасси. Пурлăха арендăна пама, усă курма май çук объектсене сутма юрать.
Хальхи вăхăтра тĕрлĕ налуксем пуçтарасси мĕнле пырать-ха? Финанс пайĕн начальникĕ каланă тăрăх Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче çак ĕç япăх пырать. Ку енĕпе Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ юлашки икĕ эрнере кайрисен ретĕнчен малтисен йышне хăпарнă. Темиçе çул сăнаса пыни çакна кăтартса парать: Курнавăш ял тăрăхĕ налуксемпе сборсем пуçтарас енĕпе яланах малта. Çавăнпах Николай Миллин вĕсен ĕç опытне вĕренме, алла илме кирлине палăртрĕ.
Районти ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Александр Клементьев пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пурнăçласа пырасси, малашне çанталăк сивĕтсе пынă май ачасем çирĕпленсе çитмен пăр çине кĕрес хăрушлăх пуррине, вăл мĕн патне илсе çитерме пултарасси çинчен аса илтерчĕ.
Район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров хĕллехи тапхăр çитсе пынă май çул-йĕре пăхса тăма мĕнле хатĕрленнипе паллаштарчĕ. Пăрлă çанталăкра çул çине сапма «Яльчикское» ДПМК ООО тата Чăвашавтодорăн Елчĕкри участокĕ хăйăрпа тăвар хутăшне çителĕклĕ хатĕрлесе хунă, çулсем айĕнчи шыв юхса тухмалли пăрăхсене тасатнă тата ытти те.
Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухнă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе пĕр вĕçĕм ĕçлемеллине палăртрĕ.