Чăваш Ен хресчене чысларĕ
Кану кунĕсене, сехет çинчи вăхăта пăхмасăр ялхуçалăх производствинче ырми-канми вăй хуракансен палăртнă уяв кунĕ çук. Уй-хирти пуянлăха пÿлмесене пухса кĕртнĕ хыççăн çĕр ĕçченне тулли кĕрекере чысласси вара ĕлĕкренех йăлана кĕнĕ. Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Шупашкар - Арена» Пăр керменĕнче пулса иртнĕ ялхуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри пысăк уявне пирĕн районтан йышлă ушкăн хутшăнчĕ. Сăмах май, Пăр керменĕ çак кун аграри тытăмĕнче тăрăшакан 5000-е яхăн çынна пуçтарчĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе ирхи кÿлĕм Наци библиотекинче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессипе «çавра сĕтел» иртрĕ. Унăн ĕçне пирĕн районти «Прогресс» АХО, «Победа» ООО тата «Комбайн» ЯХПК ертÿçисем - Петр Скворцов, Николай Головин тата Гурий Федоров хутшăнчĕç.
...Республикăри аграрисене, ĕç ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствин специалисчĕсем - выльăх-чĕрлĕх тата ăратлăх ĕçĕн Департаменчĕн директорĕ Владимир Лабинов, управлени тата организаци ĕçĕсен Департаменчĕн директорĕ Владимир Тимофеев, «Единая Россия» политика партийĕн регионри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов саламларĕç.
Савăнăçлă самант çĕр ĕçченĕн гимнне - «Алран кайми аки-сухи...» юрра шăрантарнинчен пуçланчĕ. Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ялхуçалăх отраслĕнчи тĕп кăтартусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялхуçалăх производствинче тăрăшакансем хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа, çĕре тата çĕр ĕçне юратса пурнăçланипе кăтартусем кашни çул ÿссе пынине палăртрĕ. 2015 çулта ялхуçалăх продукцийĕсене туса илессин индексĕ, 2014 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 105 процентпа танлашнă: 2014 çулхипе танлаштарсан, 124, 5 процент çĕрулми пухса кĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илесси ÿсет.
«Раççей Федерацийĕ тĕлĕшĕпе уйрăм патшалăхсем санкци йышăнни пирĕншĕн ытларах майсем туса парать. Пирĕн тĕллев - ялхуçалăх ĕçне предпринимательсене ытларах явăçтарасси. Вĕсем эпир туса илекен пахалăхлă продукцие Раççей регионĕсенчи тата ют çĕршывсен рынокне илсе тухма пултарĕç», - терĕ Михаил Игнатьев. Çакна та палăртса каларĕ: патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă курса сĕт, пахчаçимĕç, çĕрулми туса илессине малашне тата ÿстермелле.
...Чыслав саманчĕ Елчĕксен чун-чĕринче мăнаçлăх çуратрĕ. Производствăпа экономика кăтартăвĕсене ÿстернĕшĕн тата ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн пирĕн район кăнтăр зона тăрăх кăçал та чи малти пулнине палăртрĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина ял çыннин пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕ, Дипломпа тата укçан премипе чысларĕ. Республикăри ялхуçалăх производство кооперативĕсем хушшинчи ăмăртура та Елчĕксем малта. «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕ /ертÿçи - Гурий Федоров/ «Ялхуçалăх призводствинчи ĕçе тухăçлă йĕркеленĕшĕн» номинацире /кăнтăр зонăра/ пĕрремĕш вырăна йышăннă. «Победа» сахал яваплă юлташлăх /ертÿçи - Николай Головин/ сĕт туса илессипе сарăлнă ăмăртура чи пысăк кăтартусене çывхартма пултарнă. Кăçалхи 9 уйăхра кунта кашни ĕнерен 5520 килограмм сĕт сунă. Çакăн пек пысăк кăтарту республикипе те урăх пулман. Уява Социализмла Ĕç Геройĕ, Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Николай Панкратов хутшăнни те пирĕн ушкăна пысăк сум кÿчĕ. Николай Иванович ветерансене кĕрекене чĕнсе хисеп тунăшăн республика ертÿçисене чĕререн тав турĕ, уява çамрăксем те нумаййăн хутшăннине, çапла майпа вĕсем çĕр ĕçне хисеплеме, юратма вĕреннине палăртса каларĕ.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕксем хатĕрленĕ куравпа - вырăнти сĕт-çу завочĕ туса кăларакан çĕнĕ продукципе те кăсăкланса паллашрĕ, тивĕçлĕ хак пачĕ. Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккелти халăх хорĕн ячĕ-сумĕ пысăк пулни тепĕр хутчен çирĕпленчĕ. Уява хутшăннисем хальхинче те пултарулăх ушкăнне тараватлăн йышăнчĕç.
Уявра Раççей халăх артистки Надежда Кадышева тата «Золотое кольцо» ансамбль чаплă концерт, спортсмен-фигуристсем пăр çинче шоу кăтартни те ял çыннишĕн нумайлăха асра юлĕ.