Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăй хумасăр малти пулаймăн

28 октября 2015 г.

Вăй хумасăр малти пулаймăн

2014 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе мала тухнăшăн районти куçса çÿрекен ялавпа диплома илме тивĕçлĕ пулнă «Рассвет» ялхуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕсенче кăçал та тухăçлă тырпул çитĕннĕ. 1 гектар пуçне кĕлет виçипе шутласан, вăтам тухăç 36,2 центнерпа танлашни - районти чи пысăк кăтарту! Çавна май Юрий Мясников председательтен ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр:

- Черетлĕ ялхуçалăх çулталăкĕнче те тухăçлă тырпул  пухса кĕртни - районти куçса çÿрекен ялава тепĕр хутчен çĕнсе илме пултарни хуçалăхшăн, кунта тăрăшакан кашни çыншăн пысăк чыс-хисеп. Малти ретре пулма, Юрий Вячеславович,  çăмăл-и?

- Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест. Çĕр ĕçĕнче чун-чĕререн парăнса вăй хума çирĕплĕх тата чăтăмлăх кирлĕ. Мĕншĕн тесен уй-хирти ĕçсене пурнăçласси нумай чухне эпир палăртнинчен мар, çанталăк условийĕнчен килет. Кăçал та çаплах пулчĕ, йĕпе-сапа вăраха  тăсăлнăран çу уйăхĕн 4-мĕшĕччен анасем çине техникăпа пырса кĕме пулмарĕ. Ытти çулсенче ку вăхăтчен çураки вĕçленнĕ. Тепĕр енчен илсен, çуркунне çумăр нумай çуни çĕре лайăхлатма, ăна пĕр пек пиçсе çитме пулăшрĕ. Çапла пулни ĕçе кал-кал, тухăçлă йĕркелесе пыма, 610 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехника ыйтнипе килĕшÿллĕн чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварма май пачĕ.

Çулла çĕр ĕçченне ытлашши савăнăç кÿмерĕ. Çĕртме уйăхĕнче типĕ, шăрăх тăни пучахсенчи тырă пĕрчин шутне йĕркелеме  чăрмантарчĕ пулсан, утă уйăхĕнчи сулхăн çанталăк тырра пĕр вăхăтра пиçсе çитме памарĕ. Вырма ĕçне хăвăртлатас тĕллевпе тĕрлĕ майсемпе усă курма тиврĕ.

- Çутçанталăк ăсне пĕлейместпĕр çав. Çурла уйăхĕнче çумăр ытлашшипех çурĕ - тырпул пухса кĕртме чăрмантарчĕ. Йывăрлăхсенчен мĕнле тухрăр?

- Механизаторсем хăйсен кашни кунхи тивĕçне ăнланса тата яваплăха туйса пурнăçланисĕр пуçне çĕнĕ йышши техникăсемпе усă курни те ĕç хăвăртлăхне нумай ÿстерчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртме харăсах 3 комбайн хутшăнчĕ. Кăçал «АГРОС»-585 çĕнĕ «уй-хир карапĕ» туянма пултарни тата унпа тухăçлă усă курни те йывăрлăхран хăтăлма май пачĕ тесе шутлатпăр. Техника паркĕнчи пĕтĕм ĕç Николай Енедеров тĕп инженер ертсе пынипе пулса пычĕ.

Уй-хир хуçисем пирки уйрăм сăмах. Валерий Сергеев, Михаил Петров, Дмитрий Егоров комбайнерсемпе вĕсене пулăшаканĕсене Вячеслав Мясниковпа Максим Петрова, Владимир Мясникова, Вячеслав Мясников, Алексей Чернов, Анатолий Багадеров, Сергей Афанасьев водительсене, Сергей Баймушкин, Геннадий Алексеев, Михаил Александров, Виталий Кириллов, Владимир Петров, Виталий Чернов механизаторсене çăмăл мар ĕçри чăтăмлăхшăн тав тăватăп. Виктор Цыганов тĕп агроном ертсе пынипе йĕтемри ĕç те кал-кал пулса пычĕ. Тырра алласа тасатакан агрегатсене кăлтăксăр ĕçлеттерессишĕн Николай Тимофеев электрик яваплă пулчĕ. Василий Гаврилов, Петр Афанасьев, Василий Иванов, Алексей Филиппов çамрăксем йĕтемре тăрăшрĕç.      

- Çăкăр мĕнле йывăрлăхпа пирĕн сĕтелĕмĕр çине килнине уй-хир хуçинчен лайăхрах никам та ăнланас çук. Çакăн пек çăмăл мар лару-тăрура та эсир ертсе пыракан ялхуçалăх предприятийĕнче тухăçлă тырпул алла илме пултарнин вăрттăнлăхне уçса памăр-и?

- Тĕштырă культурисене çитĕнтерессинче малта пыракан технологисене ĕçе кĕртнин усси пысăк. Çутçанталăк  хресчене хирĕç пулман пулсан пĕр гектартан 36 центнер ытла анчах мар, 50-60 центнер тырă пухса кĕртме пултарнă. «Тандем» сортри урпа кăçал та 50 центнер тухăç пачĕ. Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ - пусăçаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелесе пыннинче, çĕрпе пĕлсе усă курнинче, унăн пулăхне лайăхлатнинче, чи лайăх вăрлăхсемпе усă курнинче тата агротехника йĕркисене çирĕп пурнăçласа пынинче тесе шутлатпăр.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсем кăмăла тивĕçтереççĕ-и?

- Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илни тата вĕсене сутни çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕллĕ пулма май парать. Çакна ăнланса пахалăхлă аш-какай, сĕт туса илессине, çавăн пекех выльăхсен хисепне те май пур таран ÿстерме тăрăшатпăр. Хальхи вăхăтра пирĕн ялхуçалăх предприятийĕнче 517 пуç, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 28 пуç ытларах, мăйракаллă шултăра выльăх, çав шутран сăвăнакан 170 ĕне шутланать. Çапла майпа кăçалхи 9 уйăхра пĕтĕмпе иртнĕ çулхинчен 110 процент аш-какай, 113 процент сĕт туса илнĕ, пĕр ĕнерен 581 килограмм ытларах - пурĕ 5068 килограмм сĕт сунă. Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра малтанхипе танлаштарсан сахалрах ÿт хушнине вара пытармастпăр. Çав вăхăтрах пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçлесен асăннă çитменлĕхе пĕтерме йывăрах та пулмасса пĕлсе тăратпăр. Мĕншĕн тесен фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тулăх рационпа тăрантарма пирĕн майсем çителĕклĕ. Хĕл тапхăрĕнчи апат никĕсĕ çирĕп пулни те çакнах çирĕплетет. 60 гектар çинчен пухса кĕртнĕ куккурус силосĕн, утăпа сенажăн пахалăхĕ пысăк. Ĕне выльăхсен рационĕнче тĕштырă çăнăхне кирлĕ таран уйăратпăр, минераллă апатсемпе те туллин тивĕçтеретпĕр.

Производство кăтартăвĕсене лайăхлатассинчи хăшпĕр çитменлĕхсене пăхмасăр Анатолий Григорьев ертсе пыракан ĕне фермин коллективĕнче тăрăшакансем, уяв умĕн пушшех, ăшă сăмаха тивĕçлĕ. Ирина Аввакумова техник-осеменатор, Ирина Иванова, Маргарита Сергеева, Зоя Афанасьева, Зинаида Иванова ĕне сăвакан операторсем, Ольга Григорьева, Надежда Афанасьева пăру пăхакансем ялхуçалăх предприятийĕн аталанăвĕнче хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хываççĕ.

- Районти 6 ялхуçалăх предприятийĕнче сысна ĕрчетеççĕ, çав шутран пĕри - «Рассвет» ялхуçалăх предприятийĕ. Çакăн пирки, Юрий Вячеславович, мĕн каланă пулăттăр?

- Сысна ĕрчетни усăллă тата тупăшлă. Çакна шута илсе вĕсен хисепне малашне те май пур таран ÿстерме тăрăшатпăр. Ку енĕпе эпир «Прогресс» акционерсен хупă обществинчен, «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнчен вĕренсе пыратпăр.

Елена Сергеева ертсе пыракан коллективăн ÿсĕмĕ пурин куçĕ умĕнче. Алевтина Мясникова сысна самăртакан тата çăвăрлаттаракан уйрăмра тăрăшакан Феодосия Красильникова район шайĕнче  те кашни çул пысăк кăтартусем тăваççĕ. Вĕсен хастар ĕçĕпе хуçалăх экономики тĕрекленет. Тавтапуç пурне те.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.



"Елчĕк Ен"
28 октября 2015
09:36
Поделиться