Чун-чĕре хистени
28 октября 2015 г.
Курнавăшра пурăнакан Александр Мясников çĕре, çĕр ĕçне юратман пулсан фермер ĕçне пуçăнас çукчех. Хăрамасăр пысăк яваплăха хăй çине илме вара ăна чун-чĕри хушнă тейĕнех...
- Çамрăксенчен ытларахăшĕ халĕ суту-илÿпе укçа тума тăрăшать, эсĕ вара çĕр ĕçне кÿлĕннĕ, - тетĕп унпа калаçу пуçарас тесе.
- Малтанласа çакăн пек «ăссăр» шухăш манăн пуçра та пулнă. Анчах çакна вăхăтра ăнланса илтĕм: тар витĕр пулнă укçа перекетлĕ, çăмăлпа алла кĕрекен кĕмĕл вара шыв пек каялла юхса каять. Çăмăл укçана хăнăхман та эпир. Çĕр ĕçĕ халĕ - чир пекех. Ытарайми уй-хирĕмрен хакли, çывăххи урăх нимĕн те çук, пулма та пултараймĕ, - терĕ вăл. Ĕçе юратса тата чун-чĕрипе парăнса вăй хуракан анчах çакăн пек калама пултарать.
...Унтанпа çичĕ çул иртнĕ хыççăн, фермер вăхăта пустуй ирттерменнине - тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнине татăклăн палăртса калама мехел çитет. Çĕр ĕç культурисене çитĕнтерессипе вăл çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă ĕçлесе пыма пултарни те çакна уçăмлăн çирĕплетет. Районти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем хушшинче ака ĕçĕсене чи кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçланă Александр Мясникова иртнĕ çул диплом парса чыс туни те асрах.
Фермер ĕçне йĕркелесе пыма халĕ те çăмăл мар, малтан тата йывăртарах пулнă. Апла пулин те мал ĕмĕтлĕ, çирĕп шухăш-кăмăллă çамрăк хăй мĕн шухăшланине, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртнĕ. Курнавăшри уйрăм çынсен пай çĕрĕсене арендăна илсе малтанхи çулах 60 гектар çĕр лаптăкне ĕçе кĕртнĕ: 35 гектарне тырпул акнă, 25 гектар çинче çĕрулми çитĕнтернĕ, япăх мар тухăç алла илнĕ. «Чир» шала кайнă - чун-чĕре ыйтни ĕçе çанă тавăрсах пикенме хистенĕ. Пытармалли çук, çĕр-аннемĕр ырлăхне курас тесен çĕр пулăхне лайăхлатни анчах çителĕксĕр, лайăх вăрлăхсемпе те усă курмалла. Удобрени, химикат, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, тĕрлĕ техника туянма та сахал мар тăкакланмалла. Урăхла каласан, пысăк укçа-тенкĕ ыйтакан пысăк ĕçе сăмах вĕçтернипе анчах пикенеймĕн. Тĕплĕ, кĕмĕле çирĕп алăра тытма пĕлекен тата йывăрлăхран хăраман çынсем анчах çакна тума пултараççĕ. Александр Мясников та вĕсен йышĕнче. Унсăрăн вăл малалла аталанайман пулĕччĕ. Александр çынна хисеплекен, вырăна хуракан çын. Кулленхи ĕçре ырă сĕнÿ-канашпа пулăшакан, çĕрулми туса илессипе çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă ĕçлесе пыракан пĕр ялти Юрий Цветков фермер, «Клевер» ОООн тĕп агрономĕ Анатолий Турхан хăйне нумай пулăшни çинчен ырăпа аса илни те çакна çирĕплетрĕ.
Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхĕнче ÿсен-тăран культурисен лаптăкĕ 140 гектар йышăнать. Çав шутран çĕрулми валли кăçал 50 гектар уйăрнă пулнă. «Ред Скарлет», «Романо», «Удача» сортри «иккĕмĕш çăкăр», агротехника йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçленĕрен, нÿрĕк сахал çанталăк условийĕнче те тухăçлă çитĕннĕ. Вăл кашни гектартан 305 центнертан кая мар тухнă. Чир-чĕр ермесĕр çитĕннĕ апат-çимĕçлĕх тата вăрлăхлăх çĕрулмине хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчен туянас текенсем кашни çулах йышлă. Яланхи клиентсем Саратов, Самар, Волгоград хулисенчен килеççĕ. Çĕрулмине çуркунне сутма та хăварнă.
- Тен, хаксем ÿсме пултарĕç. «Иккĕмĕш çăкăр» туса илессин тăкакĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ пулин те унăн сутлăх хакĕ çав-çавах тивĕçтермест, - чунрине пытармасăр калаçрĕ фермер. Апла пулин те иксĕлми вăй-халлă пулни ăна мĕн тунипе анчах лăпланса ларма, пĕрре суйласа илнĕ ĕçрен пăрăнма памасса пĕлсе тăратпăр. Фермер хăй пирки район хаçатĕнче ырăпа аса илессине пĕлсен пĕрле ĕçлекенсене ятран палăртса калама та манмарĕ:
- Алексей Мартышкин - манăн чи шанчăклă пулăшаканăм, пур ĕçе тума та ĕлкĕрет, Петр Веселинпа Алексей Мамуткин - механизаторсем, Валерий Прохоров, Олег Микихин водительсем пулса тăрăшаççĕ. Шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăлараççĕ, - терĕ.
...Ĕçчен, кăмăлĕпе ырă çынна ял-йыш сума сăвать, ытти яваплă ĕçсене те шанать. Ахальтен мар Александр Анатольевич Мясникова 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнчи суйлавра Курнавăш ял тăрăхĕн Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕ пулма суйланă.