Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă

24 октября 2015 г.

Кăтартусене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă

Виçĕмкун ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисем, зооветспециалистсемпе фермăсен заведующийĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакансем хутшăннипе районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсене тата фермăсене хĕл тапхăрне мĕнле хатĕрленине пĕтĕмлетнĕ.

Ялхуçалăх производствинчи ĕç-хĕлпе тÿррĕн çыхăннă яваплă çынсем  цифрăсене трибуна çинчен пĕтĕмлетнине итлени анчах çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ. Куçпа курнине вара нимĕн те çитмест. Çакна шута илсе ялан тенĕ пекех районти канашлусене тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕпе палăракан, çĕнĕ технологисемпе усă куракан хуçалăхсен никĕсĕ çинче йĕркелеме тăрăшаççĕ. Черетлĕ канашлăва кашни отрасль, ĕç участокĕ пысăк тупăшпа ĕçлекен «Комбайн» ялхуçалăх производство кооперативĕнче  ирттерни те çакнах çирĕплетет. Кунта пулса курнă хыççăн ăнăçу ĕçе мĕнле йĕркелесе пыма пĕлнинчен нумай килнине ăнланса илетĕн. Эпир пулнă Кавалти ĕне ферминчи витесем ĕлĕкхи ырă вăхăтра - иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче туса лартнăскерсем. Апла пулин, вĕсенчен нихăшĕ те юхăнман, пур объектсемпе килти пурлăх пек  тирпейлĕ усă курнăран кунта кирлĕ шайри продукци туса илме майсем çителĕклĕ, витесенчи ĕç условийĕсем те тивĕçтереççĕ. Паллах, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртмесĕр те малалла аталанаймăн. Темиçе çул каяллах ĕнесене çуллахи вăхăтра сумалли ятарлă вырăн тунă, унти тислĕке кăларассине механизациленĕ.

- Иртнĕ çул çуллахи лагерь вырăнĕнче  çĕнĕ вите тума шутланăччĕ. Финанс кризисĕпе тĕл пулнă май çак пысăк ĕçе каярахри вăхăта хăвартăмăр, - каласа кăтартрĕ Гурий Федоров председатель. Ун вырăнне канашлăва хутшăннисем кивĕ витене ансат мелпе тĕплĕн реконструкци тунипе,  ăна çĕнĕ условисенче ĕçлеме хатĕрлесе çитернипе паллашрĕç.

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма ытлăн-çитлĕн апат никĕсĕ хывса хăваракан, мăйракаллă шултăра выльăхсен, сыснасен хисепĕ те пысăк, вĕсенчен яланах  тивĕçлĕ  шайри продукци туса илекен ялхуçалăх предприятийĕн фермисен территорийĕнче те йĕрке хуçаланать. Витесем таса, вĕсене пурне те çу уйăхĕн пуçламăшĕнчех дезинфекци туса шуратнă. Пĕр сăмахпа, ветеринарипе санитари йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Специалистсен çурчĕ, унти пÿлĕмсем те район центрĕнчи пĕр-пĕр офисринчен кая мар тирпейлĕ. 

Кирлĕ шайри тата пахалăхлă продукци туса илесси хатĕрленĕ апат пахалăхĕ мĕнле пулнинчен нумай килет. Çакна асра тытса ялхуçалăх предприятийĕнче бетон стенапа урайлă  управсене  сенажпа силоса тултариччен  дезинфекци тăваççĕ, кайран шуратаççĕ. Вĕсенче  апата тата епле меллĕ упрама вĕренсе çитнипе те канашлăва хутшăннисем кăсăкланса паллашрĕç.  Çиелтен сывлăш кĕмелле мар çатăркапа витнĕ траншейăсене тăпрапа мар, йывăр кустăрмасемпе пусăрăнтарнă.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевсене палăртрĕ. Отчетлă тапхăрта пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пурĕ 2312,1 тонна /иртнĕ çулхипе танлаштарсан 95 процент/ аш-какай, 25426 тонна /101 процент/ сĕт туса илнĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсенче аш-какай туса илесси иртнĕ çулхипе танлаштарсан чакнă пулин те «Победа», «Эмметево», «Сатурн», «Рассвет», «Энтепе», Ленин ячĕллĕ, «Труд» тата «Яманчурино» хуçалăхсенче çак кăтартусем ÿснĕ. Отчетлă тапхăрта «Энтепе» ОООра 1023 тонна, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 343 тонна ытларах, «Победа» ОООра 1380 тонна /110 тонна/, «Рассвет» ЯХПКра 861 тонна /99 тонна/, «Эмметево» ОООра 789 тонна /86 тонна/, «Труд» ЯХПКра 725 тонна /71 тонна/, «Прогресс» АХОра 2991 тонна /60 тонна/,  «Комбайн» ЯХПКра 1683 тонна /60 тонна/,  Ленин ячĕллĕ ЯХПКра 589 тонна /43 тонна/, «Колос» ЯХПКра 421 тонна /41 тонна ытларах/ сĕт туса илнĕ.

«Сатурн», «Кушка», «Марс» производство кооперативĕсенче кăтартусем иртнĕ çулхинчен сахалрах пулнă. 9 уйăхри тапхăрта пĕр ĕнерен районĕпе вăтамран 4443 килограмм, иртнĕ çулхинчен 142 килограмм ытларах сĕт сунă. Кăтартусене уйрăммăн тишкерес пулсан, иртнĕ çулхи пекех «Победа» ООО чи малти - 5520 килограмм. «Комбайн» ЯХПКра пĕр ĕнерен 5228, «Рассвет» ЯХПКра 5068 килограмм сĕт сунă. «Комбайн» ЯХПКри тата «Эмметево» ОООри мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 846-800-шер грамм, «Прогресс» АХОри, «Рассвет» ЯХПКри сыснасем 589-568-шар  грамм ÿт хушнă. Сысна ĕрчетекен районти 6 ялхуçалăх предприятийĕнче /«Прогресс» АХО, Ленин ячĕллĕ ЯХПК, «Эмметево» ООО, «Рассвет», «Комбайн», «Колос» ЯХПК/ пурĕ 7331 /иртнĕ çулхинчен 219 çура сахалрах/, чи нумай - «Прогресс» АХОра - 4233, «Комбайн» ЯХПКра - 1042, «Рассвет» ЯХПКра 973 пуç сывă çура алла илнĕ.

Мăйракаллă шултăра выльăхсене, çав шутра сăвăнакан ĕнесен хисепне май пур таран ÿстересси хальхи вăхăтри пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Тĕплĕнрех тишкерес пулсан, отчетлă тапхăрти 9 уйăхра пĕтĕм категорири хуçалăхсенче пĕтĕмпе 13349 /иртнĕ çулхинчен 102 пуç ытларах/, çав шутран ялхуçалăх предприятийĕсенче 8276 /103 пуç ытларах/, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче 921 /111 пуç ытларах/  ĕне выльăх, ялхуçалăх предприятийĕсенче  иртнĕ çулхинчен 109 пуç ытларах - 9041 сысна  пулнине шута илнĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсенче хальхи вăхăтра сăвăнакан 2947 ĕне /иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 104 процент/ шутланать. Чи пысăк кĕтÿ - 615 ĕне - «Прогресс» АХОра, «Комбайн» ЯХПКра - 350, «Победа» ОООра 250 пуç сăвăнакан ĕне. Фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе хĕллехи тапхăрта тулăх рационпа тăрантармалла тата палăртнă чухлĕ пахалăхлă продукци туса илмелле. Уй-хирти ĕçсенчен вăхăтлăх пушаннă вăхăтра çакăнтан яваплăрах ĕç урăх пулма та пултараймĕ.  

Районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Ирина Николаева фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе сыхласа хăварас енĕпе пурнăçлакан профилактика мероприятийĕсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕ, апат пахалăхĕ, выльăх-чĕрлĕхе туяннă тата сутнă чухне çирĕп пăхăнма тивĕçлĕ йĕркесем çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Канашлу ĕçне район  администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый пĕтĕмлетрĕ.



"Елчĕк Ен"
24 октября 2015
09:39
Поделиться