Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ардалион Игнатьев олимпиеца халалласа

Чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн паллă ентешĕмĕр - СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 1956 çулта Мельбурнта пулса иртнĕ çуллахи Олимп вăййисен бронза призерĕ, Европа чемпионĕ /1954 ç./, нумай хут çĕршыв чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Ардалион Васильевич Игнатьев çуралнăранпа 85 çул çитет.

Ардалион Игнатьев ятне республикăра кăна мар, çĕршывра та аван пĕлеççĕ. Вăл Олимп вăййисене чăваш çамрăкĕсенчен пĕрремĕш хутшăннă /1952 ç./, тепĕр тăватă çултан бронза медаль çĕнсе илнĕ. Унăн хыççăн республика спортсменĕсем, А. Игнатьев тĕслĕхĕпе хавхаланса, Олимп вăййисене хутшăнаççĕ, пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ.

Республикăра Ардалион Васильевичăн юбилейне анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Çав шутра районта та тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме палăртнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе А.В.Игнатьев 85 çул тултарнине халалласа юпа уйăхĕн 24 - чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕсенче уйăхлăх иртет. Ăна йĕркелесе ирттерме оргкомитет туса хунă, ятарлă план çирĕплетнĕ. Йĕркелÿ комитетне Л.Левый ертсе пырать, унăн çумĕ - район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ А.Александрова, секретарĕ - вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн эксперт специалисчĕ Ф.Цыганова.

А.В.Игнатьева халалланă уйăхлăхра районти шкулсенче, культура çурчĕсемпе вулавăшсенче тĕрлĕ конкурссем, викторинăсем, выставкăсем, асăну каçĕсем, ытти мероприятисем йĕркелеççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ районта пурăнакансене - шкул ачисенчен пуçласа пенси çулĕпе пыракан кашни çынна çак мероприятисене хутшăнма йыхравлать.



"Елчĕк Ен"
24 октября 2015
09:40
Поделиться