Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лайăх вĕренме, ытларах пĕлме тăрăшмалла

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Федоров И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă.

Тĕлпулу пуçламăшĕнче Андрей Александров ректор университетăн хальхи вăхăтри çитĕнĕвĕсем, политика лидерĕсемпе тĕл пулакан йыш хастарлăхĕ çинчен каласа кăтартнă. Раççей çамрăкĕсен «Иволга» форумĕнче университетра вĕренекен пулас юристсем 4 проектпа çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх университечĕ хальхи вăхăтра республикăри ăслăлăхпа вĕрентĕвĕн чи вăйлă центрĕ пулнине палăртса каланă. Апла пулин те тепĕр чухне куратăн - юриста вĕренсе тухакан нумай, анчах квалификациллĕ специалистсем çитменни пурпĕр сисĕнет. Николай Федоров, çак профессие пурнăç тĕллевĕ пекех кураканскер, пулас юристсене карьера тунă чухне хăйсен интересĕсенчен ытларах шанса панă тивĕçе тÿрре кăларасси çинчен шухăшлама сĕннĕ.

Юлашкинчен Михаил Игнатьев çакăн пек пĕтĕмлетсе каланă: «Чăваш Ен тата çĕршыв пуласлăхĕ - çамрăксенче. Республика Правительстви вĕсен пуçаруллă проекчĕсене сÿтсе явса пурнăçа кĕртме хатĕр».



"Елчĕк Ен"
17 октября 2015
10:06
Поделиться