Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыйтусем нумай. Пурте пĕлтерĕшлĕ

2015 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче улттăмĕш суйлаври районти Депутатсен пухăвĕн иккĕмĕш ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.Левый, район прокурорĕ В.Николаев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тивĕçĕсене пурнăçлакансем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларăва район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн ертÿçи П.Скворцов ертсе пычĕ.

Улттăмĕш суйлаври районти Депутатсен пухăвĕн иккĕмĕш ларăвĕнче пурĕ 9 ыйтăва пăхса тухрĕç.

Кун йĕркинчи малтанхи икĕ ыйтупа районти Депутатсен пухăвĕн секретарĕ, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Е.Михайлова тухса калаçрĕ. Вăл районти Депутатсен пухăвĕн яланхи 3 комиссине йĕркелесси, вĕсен йышне палăртасси пирки сăмах пуçарчĕ. Депутатсем ăна сасăласа йышăнчĕç.

Район администрацийĕн тытăмĕнче улшăнусем пур. Экономика секторне пăрахăçласа экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайне йĕркелеме йышăнчĕç. Çавăн пекех ларура районти административлă комиссине 9 çынран çирĕплетрĕç.

Ларура çĕкленĕ ытти 4 ыйту пĕтĕмпех бюджетпа тата налуксемпе çыхăннисем пулчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова районăн çитес çулхи бюджетне хатĕрлес енĕпе çыхăннă уйрăмлăхсене палăртрĕ. Хальхи йывăр лару-тăрура бюджета пĕр çулшăн çеç çирĕплетеççĕ. Ăна сÿтсе явмалли, йышăнмалли тапхăрсене тăснă.

Район бюджетне тултармалли майсем, хутшăнăвĕсем те улшăнаççĕ. Енчен те маларахри çулсенче республикăран дотаци туллин уйăрнă пулсан, çитес çултан районти патшалăхпа муниципалитет пулăшăвĕсемшĕн нумай функциллĕ центрта тÿлекен патшалăх пошлинин 25 проценчĕ районтах юлĕ /маларах вăл республика тата федераци бюджечĕсене кайнă/. Çавăн пекех уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налукăн пĕр пайĕ район бюджетне пуянлатĕ. Хăшпĕр тăкаксене районти Депутатсен пухăвĕ ирĕк памасăрах саплаштармалли майсене те палăртнă. Çавăн пекех налуксен тÿлевĕн тытăмĕнче те улшăнусем пулĕç.

Район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи М.Павлова муниципалитет харпăрлăхĕнчи пурлăха приватизацилемелли 2015 çулхи прогноз планĕпе /программипе/ паллаштарчĕ. Кăçал 11 объекта приватизацилемелле. Вĕсене арендăна та илме май пур.

Ларура М.Васильева, В.Егоров, Г.Федоров депутатсем, В.Николаев прокурор ĕç-хĕле лайăхлатмалли тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Çакăнпа районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ вĕçленчĕ.

 



"Елчĕк Ен"
17 октября 2015
10:21
Поделиться