Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Эмелпе те, ăшă сăмахпа та пулăшать

Мария Богданова Çĕнĕ Арланкасси ялĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 2008 çултанпа тăрăшать.

- Мария Михайловна вăл - пирĕн вырăнти «васкавлă пулăшу». Ыратнипе, чирленипе кăна мар, сĕнÿ-канаш ыйтма та ун патне çÿретпĕр. Вăл пире яланах пулăшу пама хатĕр, - теççĕ ун пирки.

Мария ÿссен кам пулассине, мĕнле професси суйласа илессине ачаранах пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен урамра вылянă чухне вăл яланах тухтăр пулатăп тесе пуканесене «сыватнă».Вăтам шкул пĕтерсен Барнаулти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Алла медицина  сестрин дипломне илсе таврăнсанах Сăрьелĕнчи фельдшерпа акушер пунктне ĕçе вырнаçнă.

Фельдшерпа акушер пунктĕнче малтанхи пулăшу памалли оборудованисем пурте пур. Аслă категориллĕ медсестра ĕçлекен, вăхăтсăр ĕçсĕр тăрса юлнă халăха диспансеризаци витĕр кăларас енĕпе нумай тимлет. Унăн участокĕнче 500 яхăн çын. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесе, сăнасах тăрать. ФАП çумĕнче гипертони чирĕн, бронх астмин, сахăр диабечĕн, нумай çул пурăнакансен, йывăр çын хĕрарăмсен тата пулас ашшĕсен шкулĕсем ĕçлеççĕ. Медсестра шкулта ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче тĕрлĕрен темăпа тухса калаçать.

Мария Михайловна Çĕнĕ Арланкасси, Кивĕ Арланкасси, Энтепе ял халăхĕсен сывлăхне упрассишĕн, вĕсем чирлесен  пĕрремĕш пулăшу вăхăтра парассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлет. Шурă халатлă ĕçчен тăрук аптăраса ÿкнĕ çын патне кирек хăш вăхăтра та чупса çитет. Эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплет вăл. Çавăнпа та ял çыннисем Мария Михайловнăна хисеплеççĕ. Кăçал ăна Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн депутатне суйланă.

- Пурнăçра кашнин савăнăç тупма пĕлмелле, унсăрăн çын чир ăшне путма пултарать. Хĕвел çĕр чăмăрĕ çинче пурне те пĕрпек çутатать, ăшăтать. Чун ăшши вара хăвăршăн та, çывăх çыннăрсемшĕн те, палламаннисемшĕн те çиттĕр, вара чир-чĕр те çулăхмĕ, - тет Мария Михайловна сĕнÿ парса.

В.ТИХОНОВ.



"Елчĕк Ен"
17 октября 2015
10:14
Поделиться