Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Районтан - пĕрремĕш

В.Чапаев ячĕллĕ гварди çар дивизине Чăваш Республики шефа илни çур ĕмĕр çитет.

Пирĕн районта çак дивизире чи малтан службăра пулнисенчен пĕри - Н.Кириллов. Вырăскасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер, йĕлтĕрпе, çуран чупассипе шкулта вĕреннĕ чухнех палăрнă. Тĕреклĕ хул-çурăмлă, çÿллĕ те патвар каччă çарта та хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Çар полигонĕнче те тĕл перессипе Елчĕк районĕн каччи маттуррисен шутĕнче пулнă.

ЧПУра вĕреннĕ хыççăн маттур «чапаевец» хăйĕн пурнăçне шкулпа çыхăнтарнă. Çуткÿлĕнчи шкулта учитель, директор пулса ĕçленĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» ята тивĕçнĕ.

Н.Кириллов «чапаевецсене» манмасть - ăна тĕлпулусенче час-часах курма пулать.



"Елчĕк Ен"
14 октября 2015
16:51
Поделиться