Иксĕлми талант, ăсталăх, хисеплĕ ят-сум
Ыран республикăри театрпа ÿнер ĕçченĕсем Елчĕкре çуралса йăл илнĕ Чăваш АССР халăх артисчĕ Игнатий Осипович Молодов çуралнăранпа 110 çул çитнине анлăн паллă тăваççĕ. Çавна май вулакансене унăн пуларулăхне тĕпчесе пĕтĕмлетес тата хăй пурăннă чухне çырнă вырăсла асаилĕвĕсене уйрăм кĕнекен кăларас /«О театре и о себе»/ енĕпе нумай вăй хунă Анатолий Тимофеев çыравçăн материалĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Шăпах çур ĕмĕр каялла, Патăрьелпе пĕрлештернĕ Елчĕк районне çĕнĕрен йĕркеленĕ хыççăн, мана «Колхоз ялавĕ» /халĕ «Елчĕк ен»/ редакцине ĕçлеме йыхравларĕç. Тин çеç ертÿçе çирĕплетнĕ П.М.Михайлов редактор, профессионал-журналист килнипе савăннăскер, çамрăк çемьене ăçта вырнаçтарас пирки те хăех тăрăшрĕ. «Кăштах уйрăм килте пурăнма тивет. Хуçисемпе калаçса татăлтăм. Кил пуçĕ, крахмал завочĕн директорĕнчен пенсие тухнăскер, хапăлах пулчĕ, хăй творчество ĕçченĕсене кăмăлланине палăртрĕ. Ыранах унăн тетĕшĕпе, Академи театрĕн артисчĕпе Игнатий Осиповичпа паллашма май килет сирĕн. Культура çуртĕнче иртекен спектакль хыççăн ăна, хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле, тĕп килĕнче кĕтеççĕ», - шăкăлтатрĕ çĕнĕ пуçлăх,тепĕр ырă çынпа паллашма сĕннĕ евĕр.
Халĕ, сумлă менелник умĕн, ун чухнехи Йăкăнат пиччен йăл кулăллă уçă сăн-пичĕ тепĕр хут чĕррĕн те çывăххăн куç умне тухать. «Ырă кун тĕлне, - терĕ вăл, спектакль умĕн йăпăртлăха тетĕшĕ патне хыпаланса кĕнĕскер, хăйĕн кĕреçе пек пысăк аллипе манăнне хыттăн чăмăртаса. - Пирĕн килте журналист вырнаçнине илтрĕм те ятарласах килтĕм. «Акă, сире йыхрав билечĕ. Вырăнĕсем инкепе тетепе юнашарах. Пырса курăр, ÿкĕнмĕр, - хушса хучĕ çавăнтах. - Театр хыççăн çывăхрах паллашăпăр...»
Çавăн чухне пĕр кунта икĕ хут курнисĕр пуçне урăх тĕл пулма май килмен унпа. Чăннипе илсен, спектакль хыççăн, сĕтел хушшинче юнашарах лартăмăр пулсан та, уйрăммăн калаçма самант тупăнмарĕ. Рая Ананьева, Ольга Ырзем, Алексей Ургалкин, Леонид Родионов, Ефим Никитин тата ытти хăшпĕр артистсем, хăнара килте хатĕрленĕ кăпăклă сăрапа сăйланнă хушăрах, рольсене кам мĕнлерех выляни çинчен хĕрсе калаçма тытăнчĕç те... пĕр сывлами тенĕ пек вĕсен, Игнатий Осиповичăн тата унăн инкĕшĕпе тетĕшĕн сăмахĕсен пĕр самантне те сиктерес мар тесе, итлерĕм. Каярахпа, чăваш халăх тата вырăс юррисене шăрантарма пуçласан, кил хуçин шăллĕ мана та хăйсен «хорне» ирĕксĕрлесех хутшăнтарчĕ.
Çав икĕ тĕлпулу вăл вăхăтрах пысăк наградăсене, Чăваш АССР халăх артисчĕ ятне тивĕçнĕ виçесĕр талантлă Игнатий Осиповича килти лару-тăрура та, ĕçтешĕсем хушшинче те, хăйне ăçта тата мĕнле тыткаланине те курса тĕлĕнме май пачĕ. Вăл ман умра халĕччен ниçта курман, хăйне евĕр, никампа та ылмаштарма çук, çав вăхăтрах питех те çывăх, хаклă сăнар пулса юлчĕ. Артист кашни сăмаха виçсе, хăйнеевĕрлĕ хытă илĕртÿллĕ сасăпа тата хусканупа, куçран шăтарса пăхса калани хăех ăна хисеплеме тата хаклама хистет. Çавна май манăн ăна, ахаль артист тесе çеç паллаштарчĕ пулсан та, сцена çинче вылянисĕр пуçне тепĕр хушма ĕçе - администратор тивĕçне кăна пурнăçлать тесе йышăнас килмерĕ.
Эпĕ тĕрĕсех шутланă иккен. Çакна унăн алçыру-асаилĕвне пичете хатĕрленĕ чухне тĕплĕнех туйрăм. Администратор пулса вăл труппăна чăвашсем йышлă пурăнакан мĕнпур республикăсемпе облаçсене илсе çÿренĕ. Çамрăк чухне театр коллективĕнчи комсомол, каярахпа парти организацийĕсен секретарĕ те, профком председателĕ те пулнă. Вăл ĕçтешĕсен ĕç тата йăла условийĕсене лайăхлатма, хăйсем хатĕрленĕ тумтирпе ытти япаласемпе усă курнăшăн, ютра чухне тата ытлашши вăхăт ĕçленĕшĕн хушса тÿлессине йĕркелес тесе çине тăнă. Артистсем пурăнакан хваттерсене хутса ăшăтмалли /кăмрăк-брикет, вутă/ тупса илес ыйтусене татса пама пулăшнă. Шупашкар хула канашĕн, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн депутачĕсем пулнă çулсенче ытти суйлавçăсен хушăвĕсене пурнăçлас енĕпе те тăрăшнă...
Анчах кирек хăçан та халăха витĕмлĕ те ĕненмелле сăнарсем тунипе савăнтарнă. Ахальтен мар пулĕ ĕнтĕ ăна режиссерсем ытларах чухне тĕп рольсене выляма сĕннĕ. Чăваш спектаклĕсенчи Яковлев /И.Максимов-Кошкинскин «Константин Иванов»/, К.Ивановăн «Нарспийĕнче» Тăхтаман, вырăс драматургийĕнче Шадрин /Н.Погодинăн «Пăшаллă çын»/, тĕнче классикĕн Ф.Шиллерăн «Курайманлăхпа юрату», «Отелло» пьесисенче Президент тата Отелло сăнарĕсене ăнăçлă калăпланипе вăл Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те палăрнă. Ÿнер культурин паллă ăстисемпе критикĕсем Шупашкарти Чăваш театрне Атăл тăрăхĕнче тата Раççейре чи малтисемпе пĕрле Академи театрĕ ят панинче /1933 ç./ П.Н. Осипов тата И.С.Максимов-Кошкинский чи курăмлă вырăн йышăннине палăртнипе пĕрлех И.О.Молодов ятне те асăннă.
Игнатий Осипович ăста режиссер та, драматург та, куçаруçă та пулнипе те паллă. Театр Хусантан куçса килнĕ малтанхи çулсенче чăвашла пьесăсем питĕ сахал пулнă. Çавăнпа та вăл, ытти артистсемпе пĕрле, А.Островскин «Не так живи, как хочется», «Не все коту масленица» тата Толстойăн хăшпĕр пьесисене куçарать. Çак опыт ăна ытти наци пьесисене те куракана тăван чĕлхепе кăтартма хистет. Тутарстанпа Пушкăртстанра пушкăртсен Риза Ишмуратовăн «Муса Джалиль» спектаклĕ ăнăçлă пынă хыççăн, авторăн тепĕр пьесине /«Вилĕмсĕр юрă»/ сцена çине кăларма шутлать. Хăй тутарла лайăх пĕлекенскер, ăна вырăс текстĕнчен мар, тутарларан тÿрех куçарса театрăн нацилĕхне, тутарсен культурине тĕлĕнмелле витĕмлĕн кăтартса парать.
Хăй ĕçленĕ тапхăрта /Академи театрĕнче 35 çул ытла, Сĕнтĕрвăрринчи тата Улатăрти колхоз-совхоз театрĕсенче 3, Çамрăксен театрĕнче 3 çула яхăн/ 200 яхăн роль калăпланă, режиссер пулса 20 яхăн спектакль сцена çине кăларнă, вуннă ытла пьеса тата сценари çырнă /1953 çулта «Каçар мана» ятпа пичетленнĕ кĕнекесĕр пуçне чăвашла алçырăвĕсем те юлнă/. Тивĕçлĕ канăва тухсан та канлĕх мĕнне пĕлмен: радиоспектакльсенче вылянă, илемлĕ фильмсем куçарнă тата ытти те.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсен вĕçĕнче ăна кулак ачи тесе айăплама пăхнă пулсан та хăйне çирĕп тытнă, çĕнĕрен театра таврăнса нумай-нумай курăмлă ĕç тунă. Хастарлăхпа сцена искусствине аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн вăл Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп Палли» орденсене, тăватă хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Унăн ятне Чăваш АССРĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
пичет ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.