Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чуна канлĕхпе ырă кăмăл парнелекен уяв

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнчи кĕркуннехи пек мар уяр та тÿлек çанталăкра  Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕвне уçнăранпа 175 çул çитнине халалласа ирттернĕ чаплă та çутă уява савăнăçлă лару-тăрура палăртма   Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший Стефан, Мордва Республикинчи Ардатово тата Атяшевский епископĕ Преосвященнейший Вениамин, Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр Сенькин протоиерей, районти ытти чиркÿсен настоятелĕсем килсе çитрĕç.

Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакансен чун-чĕрисене канлĕх парнелекен уявсем юлашки вăхăтра  çине-çинех пулчĕç.  Пĕр уйăх каялла анчах кунта  çĕнĕрен тăвакан чиркÿн çиччĕмĕш куполне хăпартрĕç. Турă пилĕпе унта хутшăнма пире ун чухне те, халĕ те май килчĕ.

...Шăпах 175 çул каялла Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркÿре шанăç лампадипе кĕлĕ çурти çунма пуçланă. Лаш Таяпара тахçан пурăннă çынсем каласа кăтартнă тата Телей кĕнекинче çырса хăварнă тăрăх 1840 çулта Уделсен Департаменчĕн укçи-тенкипе усă курса хăпартса лартнă йывăç чиркĕве Пăва уесĕн Терновски благочиннăйĕ Николай Рождественский тасатнă. 

1917 çулхи Октябрьти революци Раççейри пĕтĕм халăх пурнăçне анчах мар, чиркÿ ĕç-хĕлне те тĕпрен улăштарнă. Çĕршыври влаçа большевиксем алла илнĕ хыççăн «Чиркĕве патшалăхран, шкулсене чиркÿрен уйăрасси çинчен» декрет йышăннă. Çак тапхăртан чиркĕве хирĕçле агитаци пуçланать. Апла пулин те Лаш Таяпа прихутĕнче пурăнакан, Турра чун-чĕрипе ĕненекен çынсем хăйсен кăмăлĕсене улăштарман. Ялти чиркĕве хупнă пулин те вĕсем 1933 çулта лагерьтен таврăннă Василий Дмитриев священник патне йышлăн çÿреççĕ, Турă саккунĕсене тытса пыраççĕ. 1965 çулта Василий атте пурнăçран уйрăлса кайнă, ялти хĕрарăмсем вара çав-çавах унăн вилтăприйĕ умне кĕлĕ тума çÿренĕ.

1988 çулта Совет Союзĕнче Вырăс Руçĕ православи тĕнне йышăннăранпа 1000 çул çитнине анлăн паллă тунă. Çав çулах çĕршыв ертÿçисем Пимен патриархпа тата Вырăс православи чиркĕвне ертсе пыракансемпе тĕл пулни патшалăхпа тĕн организацийĕсем хушшинчи хутшăнусене тĕпрен улăштарнă. Çавна май унччен чиркÿ пулнă ялсенче çĕнĕ чиркÿсем уçма, киввисене çĕнетме тытăннă. 1991 çулта Лаш Таяпари чиркÿ те, ĕненекенсем çине тăнипе, хăйĕн ĕçне çĕнĕрен йĕркелесе янă. Кĕл тумалли çуртра 2 çула яхăн Валерий /Козлов/ игумен, 1993 çултан пуçласа 2006 çулччен Сергей Иванов иерей, 2007 çултан пуçласа 2009 çулччен Никодим /Захаров/ иеромонах ĕçленĕ.

Пысăк ялта çĕнĕ чиркÿ тăвасси пирки çине-çинех калаçу тухнă пулин те çак яваплă ĕçе ертсе пыракан пулман. Турă вара ăна хăй тупса панă - 2009 çулхи нарăс уйăхĕнче чиркÿ настоятелĕнче ĕçлеме тытăннă Силуан иеромонах çав çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕнĕ чиркÿ тумалли вырăна пиллесе тасатнă, авăн уйăхĕн вĕçĕнчех унăн никĕсне хывса хăварнă. Ăна ял-йыш пĕрлехи вăйпа хăпартса лартнă. Ылтăн шывĕпе сăрланă 7 куполлă Лаш Таяпари кĕлĕ çурчĕ  районти чи илемлĕ те чаплă чиркÿ пулмалла.

Епископ, Преосвященнейший Стефан чиркĕве уçнăранпа 175 çул çитнĕ ятпа апат кĕлли ирттерчĕ. Пĕрлехи вăйпа сăваплă  ĕç пурнăçлакансен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. Малашне те ырă та сумлă ĕçсем тума пиллерĕ.

Ырă кăмăл, ăшăлăх парнелекен уяв ялти шкулта малалла тăсăлчĕ. Кунта ялти чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕнче вĕренекен ачасен пултарулăхне курса савăнтăмăр. Вĕсен телейĕ те мĕн тери пысăк! Православие вĕрентекенсем арçын ачасемпе хĕрачасене мĕн пĕчĕкрен ырă, пархатарлă ĕçсем тума хăнăхтараççĕ. Вырсарни шкулĕнче вĕренекенсемпе пĕрле Мордва Республикинчи «Умарина», Тутар Республикинчи Рункăри «Çăлкуç» халăх ансамблĕсем те уява хутшăннисен чун-чĕрисене тĕн темипе çыхăннă юрă-кĕвĕпе тыткăнларĕç. Лаш Таяпасене паллă кун ячĕпе саламлама килсе çитнĕ тĕн çыннисене, уява йĕркелесе ирттерме хутшăннă хастарсене район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова саламларĕ.



"Елчĕк Ен"
08 октября 2015
08:30
Поделиться