Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Учительсен хорĕ мала тухнă

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарта Учитель кунне паллă тунă. Унта пирĕн районти педагогсем те хутшăннă.

Уявра пысăк опытлă учительсене чысласси тĕп вырăнта пулнă. Унта В.Андреев ячĕллĕ Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учительне Ираида Николаевна Павловăна Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн РФ Президенчĕн 200 пин тенкĕлĕх хавхалантару укçине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельство панă.

Кунтах республикăри учительсен хорĕсен конкурсĕн финалĕ иртнĕ.  14 коллектив хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Елчĕк учителĕсен хорĕ Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă конкурсра вырăс юрри юрласа пĕрремĕш вырăна тата кубока çĕнсе илнĕ. Хор коллективне «Чувашия» санаторире канма путевка панă.



"Елчĕк Ен"
07 октября 2015
08:37
Поделиться