Вĕренекенĕсемпе савăнать
Шкул, ачасем çинчен калаçма пуçласанах Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Ираида Николаевна Павлова учительницăн куçĕсем илемлĕн те ăшшăн çуталаççĕ. Хăйĕн ĕç-хĕлĕ пирки нумай ваклама юратмасть пулсан та вĕрентекен профессине чун ыйтнипе суйласа илнине тÿрех ăнланса илетĕн.
- Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех математика вĕрентекенĕ: «Афанасьева, эсĕ ман ĕçе малалла тăсаканĕ пулатăнах», - тетчĕ. Çавăнпа та вăтам пĕлÿ илсен ним шухăшласа тăмасăрах Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕтĕм, - пĕлтерет Ираида Николаевна.
Студент пурнăçĕ ним сисĕнмесĕр вĕçсе иртнĕ. Кунтах Вăрнар хĕрĕ пулас мăшăрĕпе - Лаш Таяпа каччипе Владимир Павловпа туслашнă. Экономист профессине илнĕ Владимирпа физикăпа математика учителĕ Ирина çемье çавăрса мăшăрĕн тăван ялне ĕçлеме килнĕ.
Владимир çемьере пĕртен-пĕр ывăл. Çавăнпа та ĕлĕкрен пыракан йăлапа ватлăхра ашшĕ-амăшне пăхмалла. Мăшăрĕ упăшкине çур сăмахранах ăнланнă. Дипломлă специалистсем хăйсем юратса суйласа илнĕ профессипе малалла талпăнма ăнтăлнă. Владимир тăван хуçалăхра бухгалтера вырнаçнă, Ирина шкула утнă. Унта вара опытлă физикăпа математика вĕрентекенĕсем йышлă. Çамрăка шкулти вăрăмлатнă кун йĕркипе вĕренекен ушкăна шанса панă. Çавăн пекех вăл лаборантка тивĕçĕсене пурнăçланă. Анчах та мал ĕмĕтлĕ вĕрентекене çакă тивĕçтерме пултарайман. Унăн вĕренекенсемпе ытларах та ытларах пулас килнĕ, хăйĕн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çавăнпа та Ирина специальноçа улăштарма шухăш тытсан мăшăрĕ те хĕпĕртенĕ. Арçыннăн юратнă профессипе ĕçлеме май пулман - хуçалăх саланнă, ĕç çук. Ирĕксĕрех инçетре укçа ĕçлесе илме тивет унăн.
Паян Павловсем тĕп килте çирĕп хунав янă. Хуняçа-хунямапа килĕштерсе пурăннă кин.
- Вĕсем мана пурнăç урокĕсене сахал мар панă. Тавах вĕсене. Шел, хуняма пилĕк çул каялла çĕре кĕчĕ. Халĕ ĕмĕрне тăван колхозра уй-хир бригадирĕнче ĕçленĕ хуняçана пăхатпăр, - ватăсене ăшшăн аса илет 22 çул туслă çемьере шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан хĕрарăм.
Тепĕр ултă çул тăван университет алăкĕсене уçса-хупнă Ирина. Малтанхи çулах ăна хими предметне вĕрентме шанса панă. Унтанпа 19 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Халĕ Ираида Николаевна хими, биологи, экологи предмечĕсене пĕчченех ертсе пырать. Ун умĕнхи учитель пенсие тухнă.
Çак çулсем хушшинче вăл çак предметсене вĕрентекен районти педагогсем хушшинче ырă ят çĕнсе илчĕ. Унăн вĕренекенĕсем кашни çулах предметсен олимпиадисенче, наукăпа практика конференцийĕсенче, конкурссенче палăраççĕ. Республика шайĕнчи предметсен олимпиадинче унăн вĕренекенĕсем тăван шкула кăна мар, района çÿле çĕклеççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Ираида Николаевна вĕренекенĕ регионта кăна мар, Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадин юлашки тапхăрне хутшăнса палăрчĕ. Андрей Павлов экологипе, биологипе пысăк утăмсем тунă çĕрте, паллах, ăна вĕрентекенĕн тÿпи калама çук пысăк. Çавăн пекех Анастасия Волкова ÿсĕмĕсене те палăртмасăр иртеймĕн.
Иртнĕ çул Лаш Таяпа шкулĕнчен 18 çамрăк вĕренсе тухнă. Вĕсенчен тăххăрăшĕ биологипе, çиччĕшĕ химипе патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ тытнă. Калас пулать, пĕрин те балĕсем пĕчĕк мар. Çаках шкул ачисем Ираида Николаевна вĕрентекен предметсене юратса суйласа илнине, вĕсемпе кăсăкланнине, лайăх пĕлнине çирĕплетет. Унăн вĕренекенĕсем - Антон Игнатьев /вăл саккăрмĕш класран предметсен регионти призерĕ/, Мария Николаева, Селина Самсонова, Алексей Воронин, Олеся Тунгулова, Полина Воробьева кăçал Шупашкарти, Хусанти аслă шкулсенчи медицина институчĕсен студенчĕсем пулса тăчĕç. Иртнĕ çулсенчи выпускниксем йышĕнче те медицинăна суйласа илнисем йышлă.
Маларах аса илнĕ, Раççейре палăрнă Андрей Павлов - Ираида Николаевнăпа Владимир Алексеевичăн кĕçĕн ывăлĕ. Вăл кăçал 11-мĕш класра пĕлÿ пухать. Вĕренÿ отличникĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ.
- Ачасене эпир мĕн пĕчĕкрен кĕнеке вулама хăнăхтарнă. Компьютерпа паллашни часах асран тухать, кĕнеке вулани пуçа кĕрсе юлатех, - тет икĕ ача амăшĕ. - Çавăнпа та ачасем кĕнеке нумай вулаççĕ. Халĕ вара тепĕр чухне кĕçĕннине: «Кăштах кан-ха, уçăлса кĕр», - тетпĕр вара.
Павловсен аслă ывăлĕ Алексей те вăхăтĕнче амăшĕ вĕрентекен предметсене аван шĕкĕлченĕ. Вăл регионти олимпиадăсенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Вăл çеç-и? Республика çĕнтерÿçи Раççей шайĕнче те пысăк утăмсем тунă. Паян Алексей Мускаври И.М.Сеченев ячĕллĕ пĕрремĕш медицина университечĕн пиллĕкмĕш курс студенчĕ. Унта та вĕренÿ отличникĕ.
- Манăн вĕренекенсем ăста врачсем пулассине иккĕленместĕп. Чăннипех те пĕринчен тепри тарăн тавракурăмлă, пултаруллă та ăслă. Малашне вĕсен çитĕнĕвĕсемпе район савăнасса шанатăп, - тет И.Павлова.
Ираида Николаевна шкулта «Юный эколог» кружок ертсе пырать. Унта çÿрес текенсем кашни çулах йышлă. Ачасемпе уроксем хыççăн нумай ларать учитель. Унăн предмечĕсене тĕплĕнрех те тарăнрах пĕлес текенсемпе уйрăммăн та ĕçлет. Ăста педагог çиччĕмĕшсен класс руководителĕ. Ачасем вĕрентекене юратаççĕ, иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хурса тĕрлĕ çивĕч ыйтăва пĕрле сÿтсе яваççĕ.
- Усал ачасем çук. Çивĕччисем, ÿркенекеннисем тĕл пулаççĕ, паллах. Анчах вĕсем те, калăпăр, ĕçре, пысăк пуçарулăх кăтартаççĕ. Çавăнпа ачан интересне кура ăна малалла аталанма пулăшатпăр, - калаçăва малалла тăсать Ираида Николаевна. Вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупнă. Час-часах тĕлпулусем йĕркелет, калаçусем ирттерет.
- Пирĕн коллектив лайăх. Пурте опытлă. Пĕр-пĕрин ĕç-хĕлĕпе, ÿсĕмĕпе паллашсах тăратпăр, сÿтсе те яватпăр. Пурин ĕçĕ те алă тупанĕ çинчи пек курăнать, - пĕлтерет ачасене, ĕçтешĕсене мала хуракан, хисеплекен педагог.
Ĕçшĕн хыпса çунакан педагогăн Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем сахал мар. Вĕрентÿ ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн, ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ят парса чыс тунă.
- Чи пысăк хисеп вăл ачасен сумĕ, юратăвĕ. Хама шанса панă ĕçе чун хавалĕпе пурнăçласа ыттисене тарăн пĕлÿ, савăнăç кÿни темрен те паха, - тет сăпайлă вĕрентекен.
И.Павлова хăй те тĕрлĕ конкурс-тупăшăва хутшăнать. Унăн ĕç опычĕпе учителĕн сайтĕнче те паллашма пулать. Кăçал вăл Раççей шайĕнчи конкурсра тупăшма пултарчĕ. Çак кунсенче савăнăçлă хыпар çитрĕ: Ираида Николаевна Павлова Раççей Федерацийĕн чи лайăх учителĕсен йышне кĕрсе 200 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.
В.КИРИЛЛОВА.