Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Анлă тавракурăмлă, хăватлă талант

Анлă тавракурăмлă, хăватлă талант

Чăваш халăх артисчĕ И.О.Молодов 110 çул тултарнă май

Пирĕн ентеш Игнатий Осипович Молодов 1905 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Теччĕ уесĕнчи Кĕçĕн Елчĕкре /халĕ Елчĕк районĕнчи Елчĕк/, хресчен çемйинче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Анчах, нумаях та вăхăт иртмест, Шупашкарти театр техникумне куçать. Унăн талантне çийĕнчех асăрхаççĕ. 1929 çулта Е.В. Муратов педагог, пĕр вăхăтрах тинтерех кăна йĕркеленнĕ  чăваш театрĕнче ĕçленĕскер, Д.Курдинăн «Междубурье» пьесинчи Юрий офицер рольне  сĕнет. Ăнăçлă вылянине кура ăна вĕреннĕ вăхăтрах ĕç укçи тÿлеме, яваплă сăнарсене калăплама явăçтараççĕ. Унта, каярахпа Çамрăксен театрĕнче 40 çул ытлашшипех вылять. Çав хушăра 200 яхăн тĕрлĕ характерлă геройсен сăнарне витĕмлĕ уçса парать.

Çамрăкран пуçласах режиссер ăсталăхне те çирĕп алла илет, вăтăра яхăн спектакль лартать. Çав хушăрах чăваш тата тутар çыравçисен произведенийĕсем тăрăх инсценировкăсем хатĕрлет, хăех пьесăсем çырать. 1953 çулта  Чăваш кĕнеке издательствинче «Каçар мана» кĕнеки çапăнса тухать. Пĕр вăхăтрах, уйрăмах пенсие тухнă хыççăн, радиоспектакльсене, ытти обществăлла ĕçе активлă хутшăнать.

Хастар та пултаруллă артиста Шупашкар хула тата Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутатне те суйланă. 1941 çулта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, 1955 çулта халăх артисчĕ хисеплĕ ятсем панă. Игнатий Осипович тăватă хутчен Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп Палли» орденсене тивĕçнĕ. 1957 çулта унăн ятне Чăваш АССР Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

И.О. Молодов 1999 çулта Шупашкарта вилнĕ.



"Елчĕк Ен"
03 октября 2015
14:30
Поделиться