Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ашшĕн тĕслĕхĕ хавхалантарать

 

Ашшĕн тĕслĕхĕ хавхалантарать

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитрĕ. Чылай вăхăт иртрĕ унтанпа, çапах та ветерансем манăçмаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Кĕçĕн Пăла юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă Тÿскел ялĕн каччи, вăрçăн малтанхи кунĕнчен пуçласа вĕçне çитиех утса тухнă Николай Сергеевич Петров.

Н.Петров 1919 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче Тÿскел ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Елчĕкри вăтам шкула, Канашри медицина училищине пĕтернĕ хыççăн 1939 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Вăл стрелоксен 140-мĕш дивизин 445-мĕш полкĕнче çар ăсталăхне туптама пуçăнать: сержантсен шкулне пĕтерет, отделени командирĕ пулса тăрать. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче хаяр вăрçă пуçланать. Н.Петров малтанхи кунсенченех çапăçусене хутшăнать, хăюлăх кăтартать.

Фастов хули патĕнчи çапăçура Н.Петров фашистсен 8 салтакне леш тĕнчене ăсатать. Анчах хăй те аманать. Ăна çак çапăçу хыççăн «Хăюлăхшăн» медаль парса чыслаççĕ. Госпитальте сывалса тухнă хыççăн 5-мĕш дивизин стрелоксен 336-мĕш полкĕнче взвод командирĕн çумĕ пулса малалла çапăçать. Польшăна фашистсенчен хăтарнă чухнехи паттăрлăхшăн «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медальпе наградăланă.

1945 çулхи май уйăхĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вĕçленес умĕн, çапăçусем уйрăмах хĕрÿ пынă. Эльба юханшывĕ патĕнчи Парей ялĕ патĕнче Н.Петров каллех палăрать, фашистсен 10 салтакне пĕтерет, 5-ĕшне тыткăна илет. Çак паттăрлăхшăн вăл III степень Мухтав орденне тивĕçет.

1945 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи çапăçури хăюлăхшăн Н.Петрова иккĕмĕш хут «Хăюлăхшăн» медаль парса наградăлаççĕ. Анчах кунта вăл кăкăртан йывăр аманать. 1945 çулхи октябрь уйăхĕнче çеç вăл госпитальтен сывалса тухать, «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçет.

Госпитальтен тухсан вăл тăван ялне - Тÿскеле таврăнать. Шупашкарти бухгалтерсен курсне пĕтернĕ хыççăн Елчĕкри райфинпайра тăрăшать.

1948 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче Николай Сергеевич Вырăскассинче çуралнă, Акчел ялĕнче ÿснĕ Ксения Никоноровна Лебедевăпа çемье çавăрать.

Мирлĕ вăхăтра вĕсем тĕрлĕ çĕрте тăрăшнă, яланах хисепре пулнă. Н.Петров тăрăшнипе 1977 çулта Елчĕкре Канашри нефтебазăн çĕнĕ 75-мĕш АЗСне хута яраççĕ.

Николай Сергеевичпа Ксения Никоноровна 4 ывăл çитĕнтернĕ. Валерий, Владимир, Юрий, ашшĕн тĕслĕхĕпе хавхаланса, тĕрлĕ çулсенче Совет Çарĕн Германири ушкăнĕнче службăра тăнă.

Спортпа та туслă вĕсем.

Асли, Валерий, йывăр атлетикăпа, кĕрешессипе интересленнĕ, йывăр атлетикăпа çитĕннисен I спорт разрядне тултарнă. 1977-1998 çулсенче шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ, чылай наградăсене тивĕçнĕ.

Иккĕмĕшĕ - Владимир, классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешнĕ. Вăл - спорт мастерĕн кандидачĕ. Служба хыççăн «Сельхозтехникăн» районти организацийĕнче ĕçленĕ.

Вячеслав шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ, пĕр хутчен мар Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем хушшинче пăшалтан перессипе призерсен йышне кĕнĕ. 1993-2004 çулсенче Çурçĕр Кавказра служба командировкисенче пурĕ 2,5 çул пулнă. «Хăюлăхшăн» тата ытти медальсене тивĕçнĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Юрий те спорт мастерĕн кандидачĕ. Шалти ĕçсен пайĕнче службăра чухне Çурçĕр Кавказри йĕркелĕхе тытса пыма пĕр хутчен çеç мар командировкăра пулнă. Наградăсене тивĕçнĕ. Халĕ «Улăп» ФОКра спорт инструкторĕ пулса тăрăшать.

Сăнÿкерчĕкре: Н.Петров.



"Елчĕк Ен"
05 сентября 2015
14:32
Поделиться