Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă кăмăлпа

Вырсарникун, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче, пирĕн районта Канаш тата Тăвай епископĕ Преосвященнейший  Стефан пулса курнă.

Вăл Тĕмерти Турă хĕресне çĕкленин /Крестовоздвиженски/ ячĕллĕ чиркÿре апат кĕлли ирттернĕ, Василий Иванов диакона пачăшкă ят панă. Ун хыççăн тепĕр савăнăçлă уява -  Александр Невский çветтуй аслă князь ячĕллĕ Елчĕкри чиркÿ территорийĕнче кĕске вăхăтра çĕкленсе ларнă часавая савăнăçлă лару-тăрура уçма  хутшăннă. Ăна Елчĕкре çуралса ÿснĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Сталина /Турă умĕнчи ячĕ - Таисия/ Петровна Васильевăна асăнса унăн мăшăрĕ тата ачисем Турă пулăшнипе хăпартса лартнă.

Çак асра юлмалли кун унăн ячĕпе мăшăрĕ - Роберт Михайлович, ывăлĕсем - Валерий, Сергей, Андрей тата мăнукĕсем нумай ăшă сăмах каланă, вĕсем хăйсен савăнăçне пĕрле пайлама кăмăл тунăшăн Елчĕкре пурăнакансене чĕререн тав тунă. Елчĕк чиркĕвĕн настоятелĕ, Елчĕк районĕн тăваттăмĕш округĕн благочиннăйĕ Александр Сенькин ырă кăмăлпа кĕл тума пыракансемшĕн  часавай алăкĕ ялан яриех уçă пулнине палăртнă...   

Тĕмерти литургие тата Елчĕкри часавая уçма тĕн çыннисем, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Турра ĕненекенсем йышлăн хутшăннă.



"Елчĕк Ен"
02 сентября 2015
10:56
Поделиться