Елчĕк районĕн пуласлăхĕ пысăк
Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ĕçлĕ çулçÿревпе пирĕн районта пулчĕ. Район тăрăх унпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, район пуçлăхĕ Роза Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов çÿрерĕç.
Михаил Игнатьев чи малтанах Елчĕкри «А-Свет» ОООра чарăнчĕ. Тулли мар яваплă общество район центрне пырса кĕнĕ çĕрте, «Канашская» кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри участокĕпе юнашар вырнаçнă. Унччен кунта «Сельхозтехникăн» районти пĕрлешĕвĕн пысăк ангарĕ пулнă. 2011 çулта Андрей Анатольевич Светлов предприниматель ăна сутăн илнĕ, юсаса анлăлатнă, килти хуçалăхра усă курмалли полиэтилен пленка туса кăларма тытăннă. Предприниматель ĕçне суту-илÿрен тытăнса Елчĕкре «Ксения» магазин туса лартнă çамрăка çакă кăна тивĕçтермен. Строительствăра, халĕ кивĕ çурт-йĕре юсанă чухне анлă усă куракан çăмăл материал - утеплитель кăларма пуçăннă. Паллах, хатĕрленÿ ĕçĕсем те чылай пурнăçланă. Полиэтилен пленки тата утеплитель туса кăлармалли технологие вĕренсе килнĕ, кирлĕ оборудованисем туяннă. Михаил Васильевич тата унпа пĕрле килнĕ ытти хăнасем çĕнĕ производствăпа кăсăкланса паллашрĕç. Цехăн пĕр енче полиэтилен пленкисем туса кăлараççĕ, вĕсем хулăнăшĕпе тĕрлĕрен. Утеплитель кăларас енĕпе нумаях пулмасть ĕçлеме пуçланă. Çĕнĕ производствăна йĕркелесе яни 8 çынна ĕçпе тивĕçтерме май парать. Халĕччен ытти регионсенчен кÿрсе килнĕ промышленность продукцине хамăр районтах туянма пулать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев çĕнĕ производствăпа кăмăллă пулнине пытармарĕ.
- Елчĕк районĕнче юлашки 10 çулта пысăк улшăнусем пулса иртрĕç. Çакă халăх пурнăçĕн тĕрлĕ енĕсенче палăрать. Вăл районăн пуласлăхĕ пысăкки çинчен калать, - терĕ вăл.
Çĕнĕ производствăпа паллашма, Михаил Игнатьевпа тĕл пулма предпринимательсем те, ахаль çынсем те килнĕ. Вĕсем производство цехне кĕрсе курчĕç. Нумайăшĕ çакна ăнланать: малашлăх суту-илÿпе ĕçленинчен мар, çĕнĕ производство йĕркелесе янинчен нумай килет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, республика Правительстви, çав шутра район администрацийĕ производствăна йĕркелесе яракан предпринимательсене пулăшма тăрăшаççĕ. Çакăншăн районти предпринимательсен канашĕн ертÿçи Надежда Герасимова, Леонид Григорьев предприниматель тав турĕç.
Михаил Игнатьев, Юрий Попов, Вадим Николаев, Николай Миллин тата ыттисем Елчĕк районĕнчи халăха вĕрентес ĕç работникĕсен августри конференцине хутшăнчĕç. Кăçалхи вĕренÿ çулне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен партисем хушшине 2005 ача ларать. Шкул çулне çитмен ачасен 77,1 проценчĕ ача сачĕсене тата шкулсем çумĕнчи ача-пăча ушкăнĕсене çÿрет. Вĕренекенсем районти, республикăри, Раççейри предмет олимпиадисене хутшăнаççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче 15 ача республикăри олимпиадăра çĕнтерÿçĕ е призер пулнă, пĕр çамрăк Раççейре палăрнă.
Федераци, регион, вырăнти бюджетсенчен шкулсене тĕпрен юсама, пĕтĕмĕшле вĕрентĕве çĕнетсе аталантарма, ялти шкулсенче физкультурăпа тата спортпа туслашмалли условисене лайăхлатма, шкулсенчи культурăпа социаллă объектсене юсама çулсеренех укçа-тенкĕ нумай уйăраççĕ.
Конференцире тухса калаçнă Михаил Игнатьев паянхи шкул, вĕрентекен пĕлтерĕшĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ку вăл ачасене професси суйласа илме пулăшни те, таса чунлă, малашлăха шанакан, пурнăç çулĕпе çирĕп утакан çамрăксем çитĕнтерни те. Çак тĕллевсене Елчĕк районĕнчи учительсем çирĕп пурнăçласа пыраççĕ. Чи хастаррисем патшалăх наградисене тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учительне Владимир Николаева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн ертÿçине Виталий Рыбкина «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче тава тивĕçлĕ ĕçленĕшĕн» паллăпа, Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорне Галина Скворцовăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Тав çырăвне, Елчĕк районĕнчи вĕренÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникне Леонард Левыя «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ» ят панипе, залра ларакан вĕрентÿ ĕçĕн работникĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ, Чăваш Республикинче пурнăçланакан проектсем çинче чарăнса тăчĕ.
РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев çемье Раççей çĕршывĕн пуласлăхĕ, ачасене професси пĕлĕвĕ парасси, чун туртнă специальноçа суйласа илесси пирки каларĕ, учительсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ăнăçусем сунчĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов республикăра пурнăçланакан проектсем республика пурнăçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев палăртнă икĕ çулта ялсенче 100 фельдшерпа акушер пунктне ĕçе кĕртмелли проект паян Яманчÿрелĕнче 100-мĕш ФАП уçăлнипе пурнăçланчĕ. Çак ĕç малалла тăсăлать. Çавăн пекех ял урамĕсене çул сарас ĕç кăçал пуçланчĕ. Çак ĕçе те çитес çул пысăк хăвăртлăхпа пурнăçламалли çинчен пĕлтерет Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов пултаруллă учительсен пĕр ушкăнне ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле çÿрекенсем ĕнер Лаш Таяпара çĕнĕрен тăвакан чиркÿн юлашки куполне хăпартма, Яманчÿрелĕнчи фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕç. Лаш Таяпари вăтам шкула çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленипе, «Прогресс» акционерсен хупă обществинче уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕç, Патреккелти Успени ял уявне хутшăнчĕç.
Н.АЛЕКСЕЕВ.