Хаклав
Светлана БАРИНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, халăх çутĕç отличникĕ, Кушкă шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ:
- Ăçта пĕрлĕх - унта пысăк вăй. Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев çакна тĕрĕс ăнланать, тĕрĕс хак парать. Пысăк ыйтусене татса панă чухне республикăра пурăнакансен шухăш-сĕнĕвĕсене, çынсен çивĕч ыйтăвĕсене уйрăммăн шута илсе ĕçлесе пынăран тата тăрăшуллă çынсене хавхалантарса пынăран Чăваш Ен малалла аталанать.
Эпир пурте - çын, никам та чиновник пулса çуралмасть. Мăнкăмăллă ертÿçĕсене вара халăх шанмасть, хисеплемест, юратмасть. Малашне çак лару-тăрăва тĕпрен улăштарма шухăш тытнине, паллах, пурте ырласа йышăнаççĕ.
Ардалион ДАНИЛОВ, АПК ветеранĕ, Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Прогресс» АХОн виççĕмĕш комплекслă бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ:
- Нумай çул вăтам сыпăкри звенона ертсе пыма тÿр килнĕ май манăн сăмахăм та пуçлăхсем халăхран инçе тăнине сивлени пирки пулĕç. Çынпа пĕр чĕлхе тупайман, мăнкăмăллă пуçлăх нихăçан та пахалăхлă, чуна савăнтаракан ĕç пурнăçлаймасть. Хамăн ĕç опытĕнче çакăн йышши тĕслĕхсене сахал мар курнă. Чун ăшши, ырă кăмăл, тараватлăх пуçлăха хăйне те мал ĕмĕтпе хавхаланса ĕçлеме хистет.
Михаил Игнатьев - пурне те пархатарлă ĕçлеме ырă сунакан çын.