Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хаклав

Зевдет Салахутдинов, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:

- Пирĕн республикăра тĕрлĕ наци çыннисем килĕштерсе пурăнаççĕ. Тутарсем чăваш хĕрне качча илни, тутар хĕрĕ вырăса е чăваша качча тухнинчен тахçанах тĕлĕнме пăрахнă. Эпир, тутарсем пулсан та, хамăр юратакан районта тухса тăракан «Елчĕк ен» хаçата çырăнса илсе вулатпăр. Пирĕн хыççăн ачасем, мăнуксем те чăваш чĕлхине вĕренеççĕ. Эпир ĕмĕр-ĕмĕр юнашар пурăнатпăр, малашне те туслă пурăнар.

Анатолий МОЛОСТВОВ, районти тĕп больница тухтăрĕ:

- Хамăр упранмасан сывлăхĕ те пулмĕ. Çавăнпа сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшатăп. Килте те, ĕçре те кăмăллă пуласшăн. Уйрăмах ирхине зарядка тăватăп, ырă сунса кĕлĕ вулатăп.

Эрнере икĕ кун - ытларикунпа кĕçнерникун юлташсемпе «Улăп» физкультурăпа спорт комплексне пухăнатпăр. Чи малтанах волейболла вылятпăр, унтан сауна кĕрсе, бассейнра ишсе киленетпĕр. Çакăн пек канни питĕ усăллă.

Чăваш Енре сывă пурнăç йĕрки çине тимлĕх уйăраççĕ. «Çăлтăрпа зарядка» ирттерни, массăллă спорт мероприятийĕсем йĕркелени çынна тивĕçлĕ пурăнма хистет.



"Елчĕк Ен"
22 августа 2015
15:53
Поделиться