Тырă кĕлетре пулнипе шутлă
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. «АСК-Яльчики» ООО тата «Победа» ООО вырма ĕçĕсене вĕçленĕ. «Прогресс», «Рассвет», «Труд» хуçалăхсенче те тырпула пуçтарса кĕртесси вĕçленсе пырать. Пĕр вăхăтрах районти хăшпĕр хуçалăхсенче çĕрулми кăлараççĕ, кĕр тыррисем акаççĕ, пуринче те çĕртме сухи тăваççĕ.
Иртнĕ эрне варринче райадминистраци пуçлăхĕ Н.Миллин районти хуçалăхсенче пулнă. Лару-тăру хуçалăхсем хушшинче питĕ уйрăлса тăрать. Хăшпĕр хуçалăхсенче анасем çум курăклă, çавна пула тырă тухăçĕ пĕчĕк тата вăл чĕрĕ. «Нива», «Клевер», Цветков хуçалăхĕсенче таса анасем, çĕнĕ техника куçа савăнтараççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова районăн пĕрлештернĕ бюджетне кăçалхи 7 уйăхра мĕнле пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ. Тупăшсем енĕпе 175699,3 пин тенкĕлĕх, расхутсем енĕпе 177067,1 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Бюджет дефицичĕ 1367,8 пин тенкĕпе танлашнă.
Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти станцин начальникĕн çумĕ И.Николаева халăхран пухакан сĕт хакне тата пахалăхне ÿстермелли майсем çинчен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра уйрăм хуçалăхсенче 2339 ĕне усраççĕ. Çак йышран 1354 çынпа сĕт туянакансем килĕшÿ тунă. Районĕпе предпринимательсем куллен 30-шар тонна сĕт пуçтараççĕ. Районти ветеринари станцийĕ сĕтĕн белок тата çу шайне тĕрĕслесе тăрать. Çавна май сĕт çине шыв хушакансем е çăвне пуçтарса илекенсем чылай чакнă. Предпринимательсене сĕт пахалăхне кура тÿлеме сĕннĕ. Анчах çакна 3-4 предприниматель çеç пурнăçлать. И.Николаева сĕт пахалăхне ÿстерес, ăна кура хака палăртса тÿлес ĕçе ял тăрăхĕсен ертÿçисем, сĕт паракансем пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.