Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сывлăхлă пулăр!

Ялта фельдшерпа акушер пункчĕ пулассине пĕлсен Кĕçĕн Таяпа çыннисем шутсăр хĕпĕртенĕ. Юлашки çулсенче ялшăн уяв хыççăн уяв пулнине кăмăллăн палăртаççĕ вĕсем: пĕлтĕр яп-яка асфальтлă çул хывăнчĕ, халĕ тата ял çыннине питĕ кирлĕ обьект çĕкленсе ларчĕ. Пĕрлехи савăнăçа пайлама фельдшерпа акушер пункчĕ умне ватти те, вĕтти те йышлă пухăннă.

Фельдшерпа акушер пунктне «Акро» организаци туса лартнă.

- Ял çыннисен тÿпи те пысăк кунта. Кивĕ çурта пĕр кунта пăсса пĕтертĕмĕр. Пĕринчен тепри хастар ĕçлерĕç, - палăртать Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров.

Хуçа хăй те алă уса ларманнине, халăхпа пĕрле тар тăкнине пĕлтерет ял-йыш.

Ял варринче, аслă çул хĕрринчех, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ илемлĕн çуталса ларать. Ун умĕнчи пĕчĕк пахчара тĕрлĕ чечек ешерет. Валентина Головина фельдшер хавас кăмăлне пытараймасть, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче 30 çул тăрăшаканскер, сивĕ çĕрте ĕçленисене аса илет. Кунта вара пур услови те пур. Пÿлĕмĕсем çутă, ăшă. Туалет та шалта.

Районти 22 акушерпа фельдшер пунктĕнчен виççĕмĕш çĕнĕ ФАП ку. Тата виççĕшне çывăх вăхăтра уçма палăртнă.

Кĕçĕн Таяпари фельдшер пункчĕ 662 çын сывлăхне тĕрĕслесе тăрать. Кашни эрнерех участок врачĕсем килсе çÿреççĕ.

Çĕнĕ ФАП уçăлнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Н.Уркова, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, район Депутатсен пухăвĕн депутачĕ С.Скворцов хутшăнчĕç, республикăра, районта пулса иртекен ырă ĕçсем пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пулнине палăртрĕç. Ялти хисеплĕ ватă, ĕмĕрне хуçалăх производствинче ĕçлесе ирттернĕ П.Крылов ФАП ял çыннисемшĕн калама çук пысăк парне пулнине палăртрĕ, республика ертÿçисене тав турĕ.

Хĕрлĕ хăйăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ФАП заведующийĕ В.Головина тата П.Крылов ĕç ветеранĕ касрĕç.

Пухăннă ял çыннисене культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем парнелерĕç, пурте пĕрле кар тăрса зарядка турĕç, «Сывлăхлă пулар!» тесе кăшкăрма та манмарĕç.

Уяв кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин  Г.Власовăна, К.Ивановăна, Н.Трофимовăна «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ят илнĕ ятпа саламларĕ.

В.КИРИЛЛОВА.



"Елчĕк Ен"
19 августа 2015
13:43
Поделиться