Хаклав
Людмила Горшкова, районти пенсионерсен канашĕн ертÿçи:
- Эпир, аслă ăру çыннисем, паян урампа ача кÿми тĕртсе пыракан çамрăк хĕрарăмсене курсан чунтан савăнатпăр. Çакă çамрăксем ача çуратма шикленменни, пуласлăха шанни çинчен калать. Пирĕн вăхăтра амăшĕсене пĕрре те çăмăл пулман. Ĕçе тухса кайма вăхăт çитнĕ, пуçра вара: «Ачана ăçта хумалла-ши?» - текен шухăш тăратчĕ. Ун чухне ача сачĕсем çителĕклĕ пулман-çке. Халĕ республикăра ача амăшĕпе ачалăха пулăшас тата хÿтĕлес енĕпе нумай ĕçлеççĕ. Паян хăтлă ача сачĕсенче, шкул çумĕнчи пĕчĕккисен ушкăнĕсенче шăпăрлансем пур енлĕн аталанаççĕ. Çамрăк амăшĕн ĕçе тухас килет, тархасшăн, çулталăк çурăран аслăрах ачасем пурте садике çÿреме пултараççĕ. Черет те çук. Епле çăмăллăх вăл ашшĕ-амăшне.
Ялсенче демографи лару-тăрăвне лайăхлатма условисем çителĕклĕ. Çамрăк çемьесем пурăнмалли çурт-йĕр çавăраççĕ. Пирĕн тăрăха килекен хăна эпир чаплă та тирпейлĕ, хулари пек пурăннинчен ахальтен мар тĕлĕнет.
Галина Уфукова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, ачасен правине хÿтелекен уполномоченнăй:
- Районта нумай ачаллă çемьесен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Хальхи вăхăтра районта çула çитмен ачасем çитĕнекен 324 çемье шутланать. Вăл шутран çичĕ, ултă ачаллисем пĕрер çемье, пилĕк ачаллисем - 5, тăватă ачаллисем - 38, виçĕ ачаллисем - 279.
Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программа тивĕçлипе пурнăçланать. Районта çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнинех епле пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемье сывлăхлă пулсан - вăл телейлĕ.