Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ял аталанăвĕн малашлăхне палăртма

Ял аталанăвĕн малашлăхне палăртма

2016 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен Раççейĕн мĕнпур территорийĕнче ялхуçалăх çыравĕ иртмелле.

Вăл çырав ялхуçалăх продукцийĕ туса илекенсене пурне те - уйрăм харпăрлăхри хушма хуçалăхсене, дачăпа усă куракансене, пахчаçăсемпе улма-çырла çитĕнтерекенсене, фермер хуçалăхĕсене, ялхуçалăх организацийĕсене - пырса тивĕ. Çырава йĕркелекенĕсем пĕтĕмлетÿсене тишкернĕ хыççăн ялхуçалăх аталанăвĕн малашлăхне палăртма тата патшалăх пулăшăвне тĕрĕс адреспа çитерсе пама чăнлăхлă паха информаци пуçтарма тĕллев лартаççĕ. Кăтартусем тулли пуласси халăх çырава мĕнле хастарлăхпа хутшăннинчен килет.

Хальхи вăхăтра ял çыннисен калаçăвĕнче вĕсем çыравран шикленни палăрать, мĕншĕн тесен пухнă кăтартусемпе влаçрисем усă курĕç, налуксене ÿстерсе ярĕç текен шухăш халăхра сарăлать. Росстат ку шухăша сирсе çапла пĕлтерет: çырав хучĕсенчи ыйтусене хуравлаканĕсен ятне палăртмаççĕ, хуравсене документсемпе çирĕплетме ыйтмаççĕ. Çырав хучĕсене налук тата ытти органсене памаççĕ. Эппин, хуравлаканĕ кам пулни вăрттăнлăхра юлать.

«Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ-2016» мероприятие хатĕрленсе çырав объекчĕсене палăртас тĕллевпе кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 15-мĕшĕччен хула тата ял тăрăхĕсенче, коммерциллĕ мар пĕрлешÿсенче регистраторсем ĕçе пуçăнĕç. Вĕсем объектсем тăрăх çÿресе ялхуçалăх çыравне кĕртмелли списоксене çĕнетĕç. Çав списока хуласемпе хула евĕрлĕ поселоксенчи, ялсенчи уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсемпе уйрăм харпăрлăхри ытти хуçалăхсем, пахча çимĕçпе улма-çырла çитĕнтерекенсен, дача тытакансен коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсене кĕртĕç. Çавăн пекех дачăсен вырăнĕсенче юлашки çулсенче тĕрлĕ сăлтавсене пула юхăнса юрăхсăра тухнă, усă курма пăрахнă е урăх тĕллевпе усă куракан лаптăксене тупса палăртмалла тата шута илмелле.

Ку çулах, çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, çырав йĕркелекен уполномоченнăйсем, список хатĕрлекен специалистсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса кашни муниципаллă пĕрлешÿрех çак ĕçсене пурнăçланă:

- ялхуçалăх ĕçне пурнăçлама пăрахнă, анчах официаллă йĕркепе хупăнман ялхуçалăх организацийĕсен сведенийĕсене кĕртсе, унашкал объектсен йышĕ çинчен информацине хатĕрленĕ ялхуçалăх ĕçне пурнăçлама пăрахнă, анчах çĕр лаптăкĕ пур хресчен /фермер/ хуçалăхĕсемпе уйрăм предпринимательсен списокĕсене тунă;

- хула округĕнче, хула тăрăхĕнче тата коммерциллĕ мар пĕрлешÿсенче /дача, сад, пахчаçимĕç участокĕсем/ граждансем тытса тăракан хушма хуçалăх объекчĕсен списокĕсене тунă;

- ял тата хула тăрăхĕсенче уйрăм хушма хуçалăх тытса тăма çĕр участокĕ илнĕ е коммерциллĕ мар пĕрлешÿсенче сад, пахчаçимĕç участокĕ е дача тытса тăракан граждансен списокĕсене тĕрĕсленĕ.

ЧĂВАШСТАТ.



"Елчĕк Ен"
15 августа 2015
11:15
Поделиться