Кирилл Патриарх тав тунă
Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ячĕпе Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕнчен Святейший Кириллран Чăваш Республикинче хăйне ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тата пулăшнăшăн тав туса çыру килнĕ.
«Сире тата республикăн влаç органĕсене Апостолпа тан святой Владимир кнеç ячĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лартнă собора тивĕçлипе пăхса тăнăшăн чĕререн тав тăватăп. Кăçал святой Владимир аслă кнеç вилнĕренпе 1000 çул çитрĕ. Çак пулăма Чăваш Енре тивĕçлипе паллă тунăшăн савăнатăп.
Таса пурнăçлă Сергий Радонежский ячĕпе лартакан чиркÿ - хулари çĕнĕ чиркÿсенчен пĕрин - никĕсне хывни Шупашкаршăн паллă пулăм тесе шутлатăп.
Шансах тăратăп: республика администрацийĕ тата Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш митрополийĕн епархийĕ пĕр-пĕринпе çыхăнса ăнăçлă ĕçлени малашне те региона аталанма, общество пурнăçĕнче кăмăл-сипет пахалăхĕсене çирĕплетме, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани пама пулăшĕ.
Сире тата Чăваш Енре пурăнакансене пурне те вăй çирĕплĕхĕ, ырлăх-телей, Турă пулăшăвне тата ĕçре ăнăçу сунатăп», - тенĕ çырура.