Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

ХАКЛАВ

Андрей СВЕТЛОВ, пĕчĕк предприятин генеральнăй директорĕ:

- Паян никама та çăмăл мар. Çапах та йывăрлăхсене парăнмасăр, экономика кризисне пăхăнмасăр, пирĕн республикăра хамăрăн ĕçри пултарулăхпа, ăс-хакăлпа çыхăннă хăватпа туллин усă курма тăрăшаççĕ.

4 çул каялла, 2011 çулта районти юсавпа техника предприятийĕн территорийĕнчи юхăнма пуçланă ангарта полиэтилен пленки кăларма тĕв тытрăм. Хамăн укçа-тенкĕпе, кредитсемпе усă курнă станок туянтăм. Тепĕр çулталăкран алă çавăрма та вăй-хал çитертĕм - çĕнĕ йышши техника илсе килсе вырнаçтартăм. Халĕ тĕрлĕ анлăшлă полиэтилен пленкине туса кăларнисĕр пуçне ăшă тытакан материал - теплопарошумоизолятор-утеплитель те производствăра.

Усăллă, кирлĕ ĕçсем йĕркелекенсене Чăваш Правительстви пулăшма тăрăшать. Чăваш Енĕн Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев нумаях пулмасть «Чăваш Республикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе малалла аталантармалли мерăсем çинчен» Указа йышăнни хавхалантарать. Çакă предпринимательсене çĕнĕ производствăсене аталантарма, кирлĕ условисем туса пама парать.



"Елчĕк Ен"
15 августа 2015
11:14
Поделиться