Уйри тыр-пул пÿлмери мар
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Чи малтанах райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов вырма ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Эрнен пĕрремĕш кунĕ тĕлне районĕпе 2 пин гектар тырпула /10%/ вырнă. Ку енĕпе «Победа», «АСК-Яльчики», «Прогресс», «Яманчурино», «Кушкă» хуçалăхсем лайăх ĕçленĕ. Пĕтĕмпе çулнă паккуссене 900 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Çак ĕçе «АСК-Яльчики» те лайăхрах йĕркеленĕ. Хальлĕхе пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 20 центнерпа танлашать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ тырпула вырса пăрахса, темиçе кун паккуссра вырттарса пуçтарса кĕртни паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ.
Районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. Тунтикун тĕлне 29 пин тонна сенаж /93%/, 6603 тонна утă /67%/ хатĕрленĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене 5400 гектар вырнă. Кĕр тыррисем акма çĕр хатĕрлесси те йĕркеллĕ пырать.
П.Тремасов Красноармейскинче пулса иртнĕ Чăваш Республикин апат-çимĕç рынокĕнчи хаксене тишкерес енĕпе ĕçлекен комиссин тата Чăваш Республикинчи Ялхуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвне хутшăнни, унта хускатнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Пирĕн республикăра туса илекен, апат-çимĕçре усă куракан тырпула элеваторсем 8 пин тенкĕрен пуçласа 9,5 пин тенкĕпе туянма палăртаççĕ.
- Хаксем начар мар, - терĕ кун пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин. - Кăçалхи тухăç сутлăх та, выльăх-чĕрлĕхе тăрантмалăх та çитмелле. Халĕ пĕтĕм вăя тырра хиртен пуçтарса кĕртме памалла.
Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Ф.Цыганова ачасен çуллахи ĕçпе канăвне мĕнле йĕркеленипе паллашатарчĕ. Ачасен канăвне йĕркелеме кăçал 2520 пин тенкĕ уйăрнă. Унпа усă курса Кĕçĕн Таяпа вăрманĕнче «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисене ирттерме çу уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче палатка лагерĕ ĕçленĕ. Шкулсем çумĕнчи кану лагерĕсенче 1441 ача сывлăхĕсене çирĕплетнĕ, тавракурăмне аталантарнă. Халĕ районти ачасем хула тулашĕнчи профиль лагерĕсенче канаççĕ. Каникулта тата вĕренÿрен пушă вăхăтра çула çитмен ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма 13 килĕшÿ тунă, 234 ачана ĕçе вырнаçтарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсене пуçтармалли вăхăт иртсе пыни, пухăннă укçа-тенкĕ районăн, ял тăрăхĕсен экономикипе социаллă пурнăçне аталантарма кайнине палăртрĕ, ку енĕпе çине тăрса ĕçлеме ыйтрĕ.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.