Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кандидатсен йышĕ ÿсет

Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнакан кандидатсене регистрацилессипе малалла ĕçлет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьева регистрацилени çинчен пĕлтернĕччĕ. Тата тепĕр 3 кандидата та регистрациленĕ: РФ Патшалăх Думин депутачĕ, КПРФ регион уйрăмĕ сĕннĕ В.Шурчанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Справедливая Россия» партин регион уйрăмĕн кандидачĕ О.Николаев, Мускав çынни, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, ЛДПР Чăваш регион уйрăмĕ сĕннĕ К.Субботин. Июлĕн 24-мĕшĕнче асăннă кандидатсем суйлава хутшăнма тивĕç пулнине çирĕплетекен документ илнĕ.

Тĕп суйлав комиссийĕ ыттисен докуменчĕсене малалла тишкерет.



"Елчĕк Ен"
29 июля 2015
15:02
Поделиться